Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерÿ кунĕ

15 мая 2013 г.

Çĕнтерÿ кунĕ Калинино салинче яланах сумлă-хисеплĕ, чаплă уявпа иртет. Пирĕн
çĕршывшăн, кашни çыншăн пĕлтерĕшлĕ çак кун Калинино тăрăхĕнче пурăнакансем
хăйсен ашшĕсемпе пиччĕшĕсен, аслашшĕсемпе асламăшĕсен, ентешĕсен манăçми
паттăрлăхне хисеплесе мухтама салан тĕп площадĕнче çулсерен йышлă пуçтарăнаççĕ.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче тăшмана çĕнтернĕренпе 68 çул иртрĕ, паянхи тăнăç
пурнăçшăн юнлă çапăçусенче кĕрешнисен йышĕ çулсерен чакса пырать. Апла пулин те
калининăсем, вăхăт хăрушă вăрçă çулĕсене кая хăварнине пăхмасăрах, çĕршыв
ирĕклĕхшĕн пуçĕсене хунă паттăрсене асра тытса сума сăваççĕ, паян пурăнакан
ветерансемпе тăлăх салтак арăмĕсене тивĕçлипе чыслаççĕ.

Юлашки çулсенче йăлана кĕнĕ тăрăх, Çĕнтерÿ кунне халалланă митинг Çĕнтерÿ
ялавĕн Калининăри шкулта упранакан чăн копине илсе тухнипе пуçланчĕ. Уяври чи
сумлă хăнасем – вăрçă ветеранĕсем, тыл ĕçченĕсем,тăлăх салтак арăмĕсем. Вĕсене
саламласа ырă сăмахсемпе савăнтарма, паттăр ентешсем умĕнче пуçа тайма уява
вырăнти шкулта тата шкул–интернатра вĕренекенсем, предприяти-организаци
ĕçченĕсем, сала çыннисем пухăннă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев
хисеплĕ ветерансене, Çĕнтерĕве çывхартма пĕтĕм вăя парса тăрăшнă тыл ĕçченĕсене
пурин ячĕпе саламласа чĕререн тав турĕ, çирĕп сывлăх сунчĕ. Евгений Захаров
депутат, Калинино ял поселенийĕн пуçлăхĕ Людмила Иванова, республикăри çар
комиссариачĕн Вăрнар тата Йĕпреç районĕсенчи пайĕн пуçлăхĕ Владимир Венедиктов,
Калининăри чиркÿ настоятелĕ Сергий атте ветерансен ячĕпе ырă тав сăмахĕсем
каларĕç, вĕсен хăюлăхĕпе тата паттăрлăхĕпе мухтаннине пĕлтерчĕç.

Уяв шкул тата шкул-интернат вĕренекенĕсен юрри-ташшипе тăсăлчĕ. Кăçалхи
парадри çĕнĕлĕх – Калининăри шкул ачисем хатĕрленĕ плац-концерт. Çар хатĕрленĕвĕ
енĕпе вĕсем кăтартнă ăсталăх пурне те тĕлĕнтерчĕ. Яланхиллех ачасем пурте пĕр
харăс тÿпенелле тĕрлĕ тĕслĕ шарсем вĕçтерчĕç. Çапла майпа вĕсем тĕнчере
килĕшÿлĕхпе ырлăх хуçаланасса ĕмĕтленнине палăртрĕç.

Çĕнтерÿ кунне халалланă митинг уяв маршĕпе вĕçленчĕ: кашни класс отрячĕсем
ветерансен умĕпе стройпа утса тухрĕç. Вĕренÿ заведенийĕсен ертÿçисем отрядсенчи
чи пултаруллă вĕренекенсене, шкул тулашĕнчи мероприятисен хастарĕсене,
олимпиада-конкурссен, спорт ăмăртăвĕсен çĕнтерÿçисене уйрăммăн палăртрĕç.

И.ЯКОВЛЕВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика