Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паттăрлăх ĕмĕрхи çулăмла ялкăшĕ

15 мая 2013 г.

Аслă Çĕнтерÿ уявне Вăрнар районĕнче яланхиллех чаплă паллă турĕç. Кашни ял
тăрăхĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсене, ветеранĕсене чысларĕç

Май уйăхĕн 9-мĕшĕнче Вăрнар çийĕн иртенпех вăрçă çулĕсенчи, Çĕнтерĕве
çывхартма пулăшнă юрăсем саланчĕç. Тĕп площадьре иртнĕ уява вара халăх ытти
çулхинчен те йышлăн пуçтарăнчĕ. Çакă вăрнарсем çĕнтерÿçĕ-ăрăва хисеп тунине,
паттăрсене асра тытнине çирĕплетрĕ. Трибуна умĕнчи саксем çине вырнаçнă кăкăр
тулли медаль-орденлă ветерансене пĕри те тепри пырса çупăрларĕ, шкул ачисем
вĕсене чĕрĕ чечексен ытамне путарчĕç, мирлĕ пурнăçшăн тав тăвакан салам
сăмахĕсемлĕ виç кĕтеслĕ çырусем тыттарчĕç.

Шел те, вăрçăра çапăçнисен пысăк йышĕ çулсеренех чаплăран чаплă паллă тăвакан
мероприятие кураймасть. Кăçал Аслă Çĕнтерÿ уявне районти 93 вăрçă участникĕ кăна
кĕтсе илчĕ, пĕлтĕр 117-чĕ. Тăван çĕршывăн ирĕклĕхĕшĕн кĕрешме вара районтан
11526 çын çĕкленнĕ, ылханлă вăрçă 5597 çыннăн пурнăçне вăхăтсăр татнă.

Вăрнар район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев çĕршывăмăра чуралăхран
сыхласа хăварнă ăру умĕнче эпир ĕмĕрлĕх парăмра, паянхи ветерансем паттăрлăх
символĕ пулнине каларĕ.

Чăваш ен Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕн – ял хуçалăх
министрĕн Сергей Павловăн, чăваш офицерĕсен Мускаври «Сыны Отечества»
организацин представителĕсен Анатолий Григорьевăн, Эрик Васильевăн, Сергей
Музяковăн тата Валерий Германовăн, ыттисен сăмахĕсенче те юнлă вăрçăри
миллионшар халăхăн вилĕмĕшĕн хурланни, çĕнтерÿçĕсене чĕререн тав туни палăрчĕ.

Ырă йăлана кĕртнĕ хореографипе музыка композицийĕ кăçал та тыткăнларĕ.
«Химик» спорт клубĕн фитнес-аэробика ушкăнĕн чĕрĕлĕх кĕртекен спорт ташши, шкул
ачисен, культура ĕçченĕсен площадьре сарăлнă çаврăмĕсем мирлĕ пурнăç савăнăçне
сăнларĕç. Калининăри вăтам шкулти кадетсемпе юнгăсен, çамрăксен «Патриот» клубĕн
плац-номерĕсем патриотлăх туйăмне вăратрĕç.

Уяв çĕнĕлĕхпе те асра юлчĕ. Вăрнар районĕ кăçал Пĕтĕм Раççейри «Вилĕмсĕр
полк» акцие пуçласа хутшăнчĕ. Тĕрлĕ тĕслĕ хăмпăсемпе, транспарантсемпе,
чечексемпе илемлетнĕ колоннăсем Вăрнар тăрăхĕнчи Совет Союзĕн Геройĕсен –
Анатолий Ивановăн, Степан Илларионовăн, Федор Ашмаровăн тата Алексей Ивановăн,
вăрçă участникĕсен портречĕсене йăтса пычĕç.

Асăну скверĕнчи Салтакпа Амăшĕн палăкĕ, салтаксен тăванла вил тăприйĕ, Тăван
çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă чукун çул умĕнчи палăк чĕрĕ
чечексем, чечек кăшăлĕсем айне путрĕç.

Уяв иртрĕ. Çĕнтерÿçĕ-ăрăвăн паттăрлăхĕ вара çулсем хушши ĕмĕрхи çулăмла
ялкăшĕ.

С.ЧИКМЯКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика