08 мая 2013 г.
Хальхи çамрăксемшĕн пĕр-пĕринпе пал-лашма, туслашма тем тĕрлĕ май та пур:
хăшĕсем интернетпа, телефонсемпе усă кураççĕ, теприсем хаçатра ятарласа
пĕлтерÿсем вырнаçтараççĕ. Хăюллăраххисем – ятарласа ирттерекен илĕртÿллĕ
каçсенче. Аттесемпе асаттесем вара, пуринчен ытла ялсенче, унашкал меслетсене
тĕлĕкре те курма пултарайман. Çав вăхăтра авланма тапхăр çитнĕ каччăн ашшĕ-амăшĕ
е çывăх тăванĕсем, пĕр-пĕр хĕре килĕштерсен, малтан ун йăхĕ-ăрачĕ мĕнлине тĕплĕн
тĕрĕсленĕ: ĕçченсем-и вĕсем, чунĕ-кăмăлĕ мĕнлерех, ытла чухăнсем мар-и. Çавăн
хыççăн çеç пулас хăтисем патне калаçма кайнă. Калаçма кайиччен хĕрпе каччă
куçа-куçăн курманни те пулнă. Çакă хальхи çамрăксемшĕн тĕлĕнтермĕш ĕнтĕ.
Çакнашкал йăлан, паллах, лайăх енĕ те, çитменлĕхĕ те пур çав. Анчах ĕлĕк
пĕрлешнĕ мăшăрсем уйрăлни сайра пулнă.
Пĕррехинче, автобуспа ларса пынă чух, çумри арçынпа калаçса паллашнăччĕ. Ку
Иван Каменев пулчĕ. Вăл пулас арăмĕпе мĕнле паллашни, туслашса юратни, каярахпа
мăшăрланни çинчен каласа кăтартнăччĕ.
...Утмăл пĕр çул каялла Иван Каменев Мускав çар округĕнче салтак службинче
тăнă. Вăл хăй тавракурăмне ачаранах ÿстерме, аталантарма тăрăшнă. Çав тĕллевпех
канмалли кун увольненине тухсан, Мускаври Ленин ячĕллĕ библиотекăна кĕрет, унта
чăвашла «Ялав» журнала ăнсăртран курать. Унăн страницисене интересленсех уçса
пăхма тытăнать. Вăл Калинино районĕнчи, халĕ Вăрнар районне кĕрекен «Правда»
колхозра ĕçлекенсен сăн ÿкерчĕкне асăрхать. Вĕсенчен пĕри Зоя Звонцова пулнă.
Ăна курсанах Иван чĕри урăхларах тапма тытăннине сисет. Чаçне таврăнсанах Зоя
патне çыру ярать. Хурав нумаях кĕттермест – кĕçех Зойăран çыру илет. Служба
вăхăчĕ вĕçлениччен пĕр-пĕрин патне темиçе çыру ярса илме ĕлкĕреççĕ.
Тепĕр çултан, кĕркунне, Иван демобилизаципе киле каять. Вăрнар станцинче
поезд çинчен анать. Çавăнта çĕр улмине вакунсене тиеме пынă ял ĕçченĕсем
чылаййăн пулнă. Унталла-кунталла пăхса тăнă чух, халăх хушшинчи пĕр хĕр хайхи
«Ялав» журналти сăн ÿкерчĕкри пекех туйăнса каять ăна. Иван чĕри улталанмасть:
вăл чăнах та Çĕньял Нурăс хĕрĕ Зоя Звонцова пулнă. Ун чухне автобуссем çÿремен,
Калинино еннелле каякан машинăсем те сайра-хутра çеç пулкаланă. Çав вăхăтрах
çывăх палламан качча яла, киле илсе пыма Зойăн хаюлăхĕ çитмен. Çырусем çырма,
тÿр килсен тĕл пулма килĕшсе татăлаççĕ вĕсем хальхинче. Тата икĕ çул çырусемпе
çыхăну тытаççĕ. Çырусенче хăйсен чĕринче юрату туйăмĕ çурални çинчен пĕлтерме
пуçлаççĕ.
1953 çулхи мартра вĕсем хут уйăрттарса пĕрлешеççĕ. Зоя «Правда» колхозра
темле ĕç те тунă: уй-хир бригадинче, сад пахчинче вăй хунă, звеньевой та пулнă,
пур ĕçе те яваплăха туйса пурнăçланă. Ахальтен мар ĕнтĕ, 17 çулта чухнех, «Тăван
çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче хастар ĕçленĕшĕн» медальпе наградăланă.
– Пирĕн колхоз председателĕ Исаак Федорович Кошкинччĕ. Ытла та тăрăшуллă,
халăхшăн, çĕршывшăн чунне-вăйне парса ĕçлетчĕ. Ир-ирех, пуринчен малтан ĕçе
тытăнатчĕ, таçта çитсе тĕрĕслесе тухатчĕ, халăха хавхалантарма пĕлетчĕ,
çитменлĕхсемшĕн çирĕп ыйтатчĕ. 18 çул вăй хутăм колхозра, татах ĕçлесшĕнччĕ –
упăшка хулана илсе кайрĕ, – аса илнĕччĕ Зоя.
Малтанхи çулсенче вĕсен пĕрле пурăнма мехел çитсе пыман, хваттер те пулман.
Иван пултаруллă тракторист та, шофер та пулнă май, Çĕпĕрти тата ытти вырăнсенче
парлак та сухаламан çĕрсене уçнă тапхăрта, çемье валли çителĕклĕрех тупăш тупас
тĕллевпе, Алтай крайне хăй ирĕкĕпе каять те унта икĕ çул ытла машинăпа ĕçлет,
пайтах тырă турттарать. Арăмĕ кăкăр ачипе унта çитсе курать. Хастар ĕçленĕшĕн
мăшăрне медальпе наградăлаççĕ. Шупашкара таврăнса «Чăвашавтодорта» ĕçлеме
пуçласан çеç иккĕшĕ пĕрле пурăнма тытăнаççĕ. Зоя тивĕçлĕ канăва тухиччен 46 çул
ĕçлет.
Зойăпа Иван Каменевсем – вăрçă тапхăрĕнчи ĕç ветеранĕсем.
Каменевсен паллашу, юрату хăйсем каланă пекех пулнă-ши тесе ятарласа Наци
библиотекине çитрĕм. Унта мана 1951 çулта тухнă «Ялав» журнал çыххине хăвăртах
тупса панăччĕ. Тишкеркелесе ларсан чăн та, шырани тупăнчĕ: июньте тухнă журналăн
улттăмĕш номерĕнче Костин фотокорреспондент тунă сăн ÿкерчĕкре Зоя колхоз
пахчинче тăрать. Сăн ÿкерчĕк айне çапла çырнă: «Ĕлĕк ку вырăнта çырма-çатраллă
хир пулнă. Халь кунта «Правда» колхоз ĕçченĕсем тăрăшнипе пысăк сад тата
питомник тунă».
Шел, 35 çул каяллахи сивĕ хĕл хыççăн нумай çырла-çимĕç паракан чаплă сад
хăрса ларнă. Унта халĕ выльăх-чĕрлĕх çÿрет. Ялан малтисен ретĕнче пынă «Правда»
колхоз та çухалчĕ.
Журналти сăн ÿкерчĕке тепĕр хут ÿкерсе Каменевсене парнеленĕччĕ, питĕ
савăннăччĕ вĕсем уншăн. Анчах виçĕм çул сакăрвуннăран иртнĕ Зоя чирлесе çĕре
кĕчĕ.
Çапла, 61 çул каялла журнал тăрăх тупнă Каменевсен юратăвĕ çирĕп пулнă.
Вениамин ИВАНОВ