08 мая 2013 г.
Яков Петрович Петров Çарăклă поселокĕнче пурăннă. Иртнĕ вăрçă вут-çулăмĕ
витĕр утса тухнă, пĕрре кăна мар вилĕмпе куçа-куçăн тăнă.
– Атте ватлăхра та çивĕчлĕхне-маттурлăхне çухатманччĕ, – аса илет ывăлĕ Борис
Яковлевич, запасри пограничник. – Хура-шурне сахал мар курнă пулин те вăл тăхăр
вун пĕр çула çитсе çĕре кĕчĕ.
Хальхи Красноармейски районне кĕрекен Анатри Типçырма ялĕнче çуралса ÿснĕ
Яков Петров пуçламăш вăтам пĕлÿ илнĕ хыççăн 1927 çулта Шупашкара тухса кайнă.
Кунта вăл полиграфиста вĕренсе тухнă, 1-мĕш типографире аслă наборщикра ĕçленĕ.
Ăсталăхне-пултарулăхне кура çамрăка Чувашполиграфиздатăн Вăрнарти анчахрах
уçăлнă типографийĕн набор цехĕн пуçлăхне çирĕплетнĕ. 1934 çулхи ноябрьте Яков
Петровичăн Хĕрлĕ Çара кайма ят тухнă. Икĕ çултан, çар хĕсметĕнчен таврăнсан, ăна
Вăрнар типографийĕн заведующийĕ пулма шаннă. 1939 çулхи май уйăхĕнчен –
типографи директорĕ.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи йăтăнса тухсан тепĕр уйăхранах Я.Петрова фронта илсе кайнă. Вăл Горький хулинчи Фрунзе ячĕллĕ çар-политика училищин слушателĕ пулса тăнă. Хыççăн Волхов фронтне лекнĕ, ăна саперсен 1769-мĕш уйрăм батальонĕнчи рота политрукне çирĕплетнĕ. 1942 çулхи декабрьтен 1943 çулхи июньччен – Яков Петрович Ленинград фронтĕнче рота командирĕн заместителĕ. 1944 çулхи май уйăхĕнчен 1945 çулхи январĕн 17-мĕшĕччен, йывăр аманиччен, пирĕн ентеш Пĕрремĕш Белорусси фрончĕн саперсен 259-мĕш уйрăм батальонĕнче разведка взвочĕн командирĕ пулса çапăçнă.
Паттăр офицер çур çул ытла Саратоври 1680-мĕш эвакогоспитальте сипленнĕ.
Сывалса тухсан Яков Петрович çар тивĕçне малалла Германире пурнăçланă. 1946
çулхи август вĕçĕнче запаса тухсан вăл Çарăклăна таврăннă. Çапăçусенче
палăрнăшăн Я.Петров «Тăван çĕршыв вăрçин II степень», Хĕрлĕ Çăлтăр орденсене,
«Ленинграда хÿтĕленĕшĕн», «Варшавăна илнĕшĕн», «Тăван çĕршывăн 1941 – 1945 ç.ç.
Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медальсене тивĕçнĕ.
Фронтовик мирлĕ ĕçе те хастар кÿлĕннĕ. Вăрнар вăрман хуçалăхĕн Çарăклăри
вăрман склачĕн тара цехĕнче чуна парса вăй хунă, пурне те ырă тĕслĕх кăтартнă.
1950 çулта Яков Петрович Петрова Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп
грамотипе чысланă.
Н.ИВАНОВ