08 мая 2013 г.
Ĕрĕхтерсе-ĕштеленсе вăрçăлла вылятпăр: хĕрлисемпе тăшмансен çарĕ хĕрсе
пĕр-пĕринпе «çапăçать». Салтакĕсем чупа-чупа пăшăхнă ĕнтĕ, анчах «Урра! паянлăха
çитет!» текен приказ çукран, вĕт-шакăр çаплипех кĕрешме чарăнма шутламасть. Çак
самантра сасартăк аннен пăлхавлă-хумхануллă сасси хăлхана шар! çурса ячĕ: «Ачам,
çăлтăрлă салтак киле килчĕ!».
Мĕнле кăна килелле тĕпĕртеттертĕм, ман хыçран «Урра!» сассиллĕ вĕт-шакăр та
тусан кăларса ыткăнчĕ. Ан ыткăн-ха, эп хĕрлисен командирĕ-çке! Пÿрте çиçĕм пек
вăркăнса кĕрсе тăтăм. Хытă-хытă чупнипе хăлхасем пĕçерсе тăраççĕ, читлĕхри кайăк
евĕр чĕре тапăлтатса сиксе тăрать.
– Эс пулатăн-и-ха Хĕрлĕ Çар командирĕ; – ман çине ăшшăн пăхать хайхи салтак.
– Çакă, пуçтахскер, – терĕ анне. – Хура хураха пурпĕрех тĕп тăватпăр та тĕп
тăватпăр тесе айхашса çÿреççĕ те, апат тĕлне вуçех манса каяççĕ.
– Кур халĕ, маттур! – куллине сÿнтермест салтак, кутамккине салтма пикенсе.
Салтак мана шур чăкăтран та шурăрах сахăр катăкĕ тыттарчĕ. Хĕвел ăшшиллĕ
«пăр» çыртăкĕ çăварта ирĕлсе тăраканскер, куç умĕнче тенĕ пек вăй кÿрсе
хавхаланнăскер, салтак: «Куратăп-ха, кунта эсир сахаллăн мар, – кутамккана татах
пушатрĕ салтак. – Мейĕр, ката-ката валеçĕр. Кунта пурте Хĕрлĕ Çартан пулĕ,
мĕншĕн тесен эпир те, Гитлер хÿрешки-макрашкисене çĕнтерсе таврăнтăмăр».
Эпĕ пĕрре анне çине, тепре салтака чăр-чăр тинкерсе: «Вăрçă чарăннă-тăк, атте
ăçта вара;». Анне мана хăй çумне пăчăртать. Унтан: «Темме илсе килмерĕ çак
паттăр, – тесе хучĕ. – Пĕрле çапăçнă тет, аçупа, анчах илсе килмерĕ!» –
пăчăртанса тухрĕ унăн куççулĕ. Килет пуль-ха аçу. Тĕлĕкне куртăм, пуçне хĕрлĕ
тутăр çыхса янă пек. Хĕрлĕ тутăр уртса янă салтак-тĕпренчĕкĕм, ик телейлĕ теççĕ
мар-и; Аманман пулĕ-çке çак ачан ашшĕ;» – мана пуçран шăла-шăла йĕрет анне.
Хăна-салтак çак самантра тăруках шарт сикнĕ пек пулчĕ, унăн пит-куçĕсем тĕлсĕр
чĕтрене-чĕтрене илчĕç. «Чăваш паттăрĕ Хĕвелтухăçĕнчи тепĕр тăшмана çĕнтерме
кайрĕ. Яппун эшкерĕсене ăшалантарма».
– Сире илсе каймарĕç-им; – чăр тинкерсе ыйтатпăр унран.
– Унта паттăрсене çеç илсе каяççĕ, – куççульне кăтартма вăтанмарĕ салтак. –
Мана; Илсе каймарĕç çав, киле ячĕç», – протезлă урине шак-шак шаккаса кăтартрĕ
вăл.
Вăл куççульне чараймасăр, нăшăклатсах пирĕн умра йĕрет: «Мана мĕн, илсе
каймарĕç çав. Упăшку, аçу пекех паттăр пуласшăнччĕ те...»
Салтак кутамккине татах пулхатрĕ. «Маннă эп, сана аçу Хĕрлĕ Çăлтăр парса
янăччĕ. Ил, асăнмалăх. Эсĕ те Хĕрлĕ Çар командирĕ-çке, санăн ятран çăлтăр
пулмаллах».
... Ун чухне вăрçăри атте тусĕ пирĕн патра çĕр каçса кайрĕ. «Аçу çĕнтерсе
таврăнсан килеп тепре», – терĕ.
Миçе çул иртрĕ-ши унтанпа! Халĕ хамăр та тахçанах ĕнтĕ атте ятне илтнĕ. Атте
халь тин таврăнмассине, мăшăрĕ тек çав киле нихçан та çаврăнса килмессине витĕр
пĕлетпĕр, анчах анне хăйне-хăй йăпатса илме манмастчĕ: «Ара, Аслă Çĕршывăн кăра
тăшманĕсем сахал-им, çĕнтерсе таврăнĕ-ха, çаврăнса çитмелле-ха вăл».
Вăрçă хирĕнчен таврăнакан протезлă салтака час-часах аса илетĕп эпĕ. Пирĕн
пата урăхран пырса каясси-тăвасси пулмарĕ унăн. Вăрçă хыççăнхи вĕт-шакăрти ÿсĕм
каччă пĕвне çитсен кăна унран çыру илтĕмĕр. Çырăвĕнче çак йĕркесемччĕ: «Сирĕн
аçăра кĕреçе тытса хам пытартăм. Вăл тан мар хăрушă çапăçура тăшманпа кĕрешсе
пур салтака хастарлăх кăтартса пуç хучĕ. Çакăн çинчен аннÿне каласа пама ун
чухне ниепле те чĕлхем уçăлмарĕ, мĕншĕн тесен унăн куçĕсем упăшки çав-çавах
çĕнтерсе таврăнасса ĕненсе ман çине питĕ-питĕ ăшшăн пăхатчĕç»...
Серафим ЕФИМОВ