08 мая 2013 г.
Чăваш ен тĕрлĕ профессипе тимлесе ят-сума тивĕçнĕ ĕç династийĕсемпе пуян.
Вĕсенчен чи маттуррисене, йăлана кĕнĕ тăрăх, çурхи Май уявĕсен кунĕсенче
чыслаççĕ. Кăçал ĕç династийĕсен республика слечĕ вун пĕрмĕш хут иртнĕ, чи
пултаруллă 35 çемьене пухнă.
Слета хутшăннă ĕç династийĕсене ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван
Моторин тата сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова
саламланă. И.Моторин, çемье пурнăçра тĕп вырăн йышăннине палăртнă май, хальхи
çамрăксенчен ашшĕ-амăшĕн, аслашшĕ-асламăшĕн ĕçне малалла тăсакансем нумаййăн
тупăнасса шаннине пĕлтернĕ. Династисен пуçаруçисене министрсен кабинечĕн
председателĕ республика правительстви ячĕпе Тав çырăвĕсем панă тата хаклă
парнесемпе чысланă.
Пирĕн районтан слета хутшăнма Романовсен династийĕ тивĕçнĕ. Ял хуçалăхĕнче,
çĕр çинче ĕçлесе ят-сум çĕнсе илнĕ династие пуçараканĕ – «Янгорчино» хуçалăх
«тилхепине» чылай çул çирĕп тытса пынă Василий Игнатьевич Романов. Вăл 1976–1987
çулсенче райĕçтăвком председателĕнче тата партин Вăрнар районĕнчи комитечĕн
пĕрремĕш секретарĕнче тимленĕ. Колхоз председателĕнче ĕçленĕ вăхăтра уйсемпе
фермăсен продуктивлăхне ÿстерессипе пысăк ĕç тунă, колхозниксене пурлăхлă
тăвассишĕн нумай тăрăшнă.
Районти паянхи кун та лайăх аталанакан ял хуçалăх предприятине халĕ унăн
ывăлĕ Геннадий Васильевич Романов ертсе пырать.
Тепĕр ывăлĕ, Юрий Васильевич, ял хуçалăхĕ валли ÿсен-тăрансене сăтăрçăсенчен
хÿтĕлемелли препаратсем туса кăларакан Вăрнарти хутăш препаратсен заводĕнче
тимлет.
Романовсен çемье династийĕн пĕрлехи ĕç стажĕ – 219 çул.
И.ЯКОВЛЕВА