30 апреля 2013 г.
Ĕне пăруланă хыççăн сĕте 7 талăк хыççăн сутма юрать. Паллах, ятарлă справка
(ф "4) пулмалла. Унта ĕнесене ерекен чирсенчен, маститран прививкăсем тунине
кăтартаççĕ. Сутмалли сĕт сывă ĕнерен пулмалла. Вар-хырăм, ÿпке, ар чирĕсемпе
чирленĕ вăхăтра, эмелсемпе усă курнă чухне, сĕте эрне хушши вĕретнĕ хыççăн
выльăха кăна пама юрать. Ĕне маститпа аптрать пулсан чирлĕ çилĕ пайĕнчен тухакан
сĕте вĕретеççĕ, тислĕк купи çине кайса тăкаççĕ. Чирлĕ мар вырăнтине çапла
тумалла: сĕте суса илнĕ хыççăн вĕретсе выльăх-чĕрлĕхе çитермелле.
Сĕте сунă хыççăн сĕрсе 2 сехет хушшинче 4 градус таран сивĕтмелле, сутиччен
çав температурăра пĕр талăк усрама пулать. Ăшă сĕте сиввипе хутăштарма юрамасть.
Унăн пахалăхĕ чакать.
Сĕт сутакансен ĕнесене вăхăтра бруцеллезпа туберкулезран çулталăкра 2 хутчен,
лейкозпа маститран уйăхра пĕрер хутчен тĕрĕслеттермелле. Çĕпĕр шыççинчен те
вăхăтра прививка тутарса тăмалла.
Б.ЛЕОНТЬЕВ