02 декабря 2004 г.
Йăлана кĕнĕ тăрăх Акатуй умĕн район, ял хуçалăх организацийĕсен ертÿçисем, специалистсем уй-хирсем тавра çаврăнса ял хуçалăх культурисен пуссисене хаклаççĕ. Кăçал çур акине аграрлă предприятисем каярах юлса пуçăнчĕç. Çапах та ăшă çителĕклĕрен тата çумăр вăхăтра çунăран культурăсем парка. Çак вăхăтра вĕсене сиенлĕ хурт-кăпшанкăсенчен тата çум курăкран им-çамлаççĕ.
Район уй-хирĕ тавра çаврăннă хыççăн «Мураты» тата К.Маркс ячĕллĕ кооперативсенчи ял хуçалăх культурисен пуссисем чи лайăххисем тесе çирĕплетнĕ. Иккĕмĕш вырăнта – «Санары» агрофирма тата «Луч» кооператив, виççĕмĕшĕнче – Вăрнарти аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕ тата «Юнтапа» кооператив. Ĕçлĕ çулçÿревре Тарасов фермерăн хуçалăхĕнчи купăста калчисем çирĕп пулнине палăртнă.