06 марта 2010 г.
Вăрнарта пурăнакан Клавдия Васильевна Тимофеева мартăн 8-мĕшĕнче 100 çул тултарать.
– Пĕтĕм ĕмĕрĕ çемье телейĕшĕн, тĕрĕс пурнăçшăн кĕрешсе, йывăрлăхсемпе тумхахлă çулсен тыткăнĕнче иртрĕ пулин те шăпа юратнă аннемĕре хуçаймарĕ. Таса чунĕшĕн, ырă кăмăлĕшĕн, чăтăмлăхĕшĕн пулинех, Турри ăна вăрăм ĕмĕр парнелерĕ, – амăшне тав туни, çав тери хаклани Надежда Васильевнан кашни сăмахĕнче, хусканăвĕнче сисĕнчĕ.
Ватă çын хĕрĕ çумне ача евĕр тĕршĕннине, кашни сăмахне тăнланине курма çав тери хумхануллă пулчĕ. Мĕн тăвăн, Клавдия Васильевна Тимофеевашăн вăл халь çывăхри пĕртен-пĕр хÿтлĕхĕ-çке.
Клавдия Васильевна Йĕпреç районĕнче çуралса ÿснĕ. Ашшĕ лесничи пулнăран, унăн ачалăхĕ те кунтах иртнĕ. Малашнехи пурнăçĕ те унăн тăван тавралăх ытамĕпе çыхăннă. Ĕмĕр тантăшĕ 40 çул ытла Вăрнар вăрман хуçалăхĕн питомникĕнче тăрăшнă. Тăватă ача пăхса çитĕнтернĕ. Халĕ ăна ачисем, тăватă мăнукĕпе виçĕ кĕçĕн мăнукĕ савăнтарсах тăраççĕ. Анчах та ватă çын икĕ çул каяллахи инкеке халь те асĕнчен кăлараймасть. Мăнукĕ сарăмсăр çĕре кĕни ун сывлăхне те самай хавшатнă, куçĕсем курми пулнă.
Унччен-и; Хаçат-журнал та вуланă. Нумай çул «Çĕнтерÿ çулĕн» çывăх тусĕ пулнă. Ĕмĕр тăршшĕпе хуçалăх тытса пынă. Мăшăрĕпе иккĕшĕ хăйсен аллипе пÿрт-çурт çĕкленĕ. Сакăрвунă çула çитичченех ĕне усранă. Кунне-çĕрне пĕлмесĕр çĕр çинче тăрăшнă. «Пĕтĕм савăнăç – ĕçре тата çемьере»,– тет вăл. Çуралнă кунĕ хĕрарăмсен тĕп уявĕпе пĕр кунта килнĕ пулин те, çак куна нихăçан та ĕçкĕ-çике çавăрман, ĕçре авăннă. 100 çулхи юбилейра вара тăванĕсем çывăх çынни тавра пуçтарăнĕç, ватă çынна телей кÿрĕç.