Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аталану çулĕпе

03 марта 2010 г.

Район экономикин аталанăвне промышленноç комплексĕ курăмлă тÿпе хывать. 8 предприятирен улттăшĕ – «Август» Фирма филиалĕ, аш-какай комбиначĕ, типĕтнĕ сĕт завочĕ, йывăç комбиначĕ, Вăрнар тата Калинино райповĕсем – продукци туса кăлараканнисем пулсан, тепĕр иккĕшĕ – «Интех» ЧНПЦ общество тата «Вăрнарти электричество сечĕсем» предприяти электроэнергипе, газпа тата шывпа тивĕçтерессипе тимлеççĕ.

Промышленноç продукцийĕн тата тивĕçтерÿсен производстви пĕлтĕр 2,6 процент ÿснĕ – 5 миллиард та 49 миллион тенкĕпе танлашнă. Вырăнта кăларса ăсатнă продукцин тата харпăр хăй пурнăçланă ĕçсемпе тивĕçтерÿсен калăпăшĕ – 3 миллиард та 156 миллион тенкĕ (102,9 процент). Ку енĕпе «Август» Фирма филиалĕ, аш-какай комбиначĕ, йывăç комбиначĕ тата Вăрнар райповĕ тупăш нумайрах тунă. Тепĕр ушкăнра вара «Вăрнарти электричество сечĕсем» предприяти производствăна 203,1 процент ÿстерме пултарнă. Промышленноç отраслĕнче унчченхи çулсенчи пекех пысăк пайĕ – хими промышленноçĕн продукцийĕ – 80,0 процент.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика