Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çитĕнÿсем ÿсĕмлĕрех ĕçлеме хистеççĕ

03 марта 2010 г.

Иртнĕ çул Вăрнар район спортсменĕсем республикăри ăмăртусенче чылай палăрчĕç. Çăмăл атлетикăра, йĕлтĕр спортĕнче, футбол, волейбол (арçынсем те, хĕрарăмсем те) вăййисенче, ирĕклĕ майпа кĕрешессипе пĕрремĕшсем пулнă. Хĕллехи ял спорт вăййисенче виççĕмĕш вырăн йышăннă. Пĕрремĕш разрядниксем хатĕрлессипе – виççĕмĕш, спорт мастерĕн кандидачĕсене хатĕрлессипе – тăваттăмĕш, спорт мастерĕсем хатĕрлессипе иккĕмĕш вырăнта.

Чăваш Республикин Физкультурăпа спорт тата туризм министерствин Куславккара иртнĕ коллеги ларăвĕнче районсем массăллă спорта аталантарассипе 2009 çулта мĕнле ĕçленине пĕтĕмлетнĕ. Вăрнар районĕ – малтисен йышĕнче. Шупашкар тата Канаш районĕсем хыççăн вăл бронза призер пулса тăнă, куçса çÿрекен Кубока тивĕçнĕ.

Спорт аталанăвне сумлă тÿпе хывнăшăн, спортсменсене аталанма, ăсталăхне ÿстерме майсем туса панăшăн район пуçлăхне Анатолий Кузьмина та министерствăн Хисеп грамотипе чысланă. Ку çеç мар, Вăрнар районĕн спорт çитĕнĕвĕсен пуххине «Урожай» Раççей спорт пĕрлешĕвĕн Кубокĕпе грамоти те хушăннă. Ăна спортăн наци тĕсĕсене аталантарнăшăн тата пропагандăланăшăн вăрнарсемпе канашсем кăна тивĕçнĕ.

– Пирĕн районта малашлăхлă çамрăк спортсменсем сахал мар. Вĕсем районти, республикăри, çĕршыври ăмăртусенче çивĕчлĕхе ÿстереççĕ, çĕнтерсе Вăрнар сумне çĕклеççĕ. Çитĕнÿре, паллах, район пуçлăхĕн пулăшăвĕ те аван курăнать. Тивĕçнĕ Кубоксемпе грамотăсем вара малалла тата та ÿсĕмлĕрех ĕçлеме хистеççĕ, – пĕлтерет районăн тĕп физкультурникĕ, район администрацийĕн социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕн заместителĕ Сергей Политов.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика