Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паха вăрлăх – лайăх тухăç

03 марта 2010 г.

Вырмана тухас умĕн хресчене кăна мар, иртен-çÿрене те сап-сарă тырă пусси илĕртет. Уй-хир «ылтăнĕ» пĕр тикĕс, тулли пучахлă çитĕнни вăрлăх пахалăхĕнчен нумай килет. Тухăçлăха ÿстерес тĕлĕшпе Раççей ял хуçалăх центрĕн Вăрнар енчи уйрăмĕнче ĕçлекенсем тĕллевлĕ тăрăшнине палăртмалла.

Специалистсем район аграрийĕсенчи ял хуçалăх культурисем акмалли стандарта епле юрăхлине тĕплĕн тĕрĕслеççĕ. Тÿрĕ кăмăлпа ĕçлеççĕ. Ара вĕсем яваплă пулса çĕнĕ тухăç никĕсне çирĕпрех хывса хăварма пулăшаççĕ-çке. Акă Елена Семеновна Спиридонова пăрçа шăтаслăхне, Елизавета Федоровна Алексеевапа Анатолий Георгиевич Мураткин ятарлă приборсемпе тырă çинче мĕнле хурт-кăпшанкăсем пуррипе-çуккине тĕрĕслеççĕ...

«Районĕпе илсен пуш уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх предприятисенчи тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсен 82 проценчĕ кондициллĕ, ку кăтартупа эпир республикăра тăваттăмĕш вырăн йышăнатпăр, – пĕлтерчĕ Раççей ял хуçалăх центрĕн Вăрнар енчи уйрăмĕн пуçлăхĕ Вячеслав Иванович Шашкин. – Алексей Игнатьев, Валентин Павлов, Валентин Степанов, Михаил Тарасов фермерсем те вăрлăх пахалăхĕшĕн тăрăшнине палăртмалла. Мĕн акатăн, çавă шăтать тенине асра тытаканăн ĕçĕ курăмлă çав. Сăмахран, пĕлтĕр Алексей Игнатьев фермерăн хуçалăхĕнче кĕрхи тулла кашни гектар пуçне вăтамран 62 центнер пухса илнĕ».

Акмалли вăрлăха тĕрĕсленĕ хыççăн хуçалăхсене вăл-ку культура пахалăхĕ çинчен удостоверени параççĕ.

Виçĕ çул каялла Раççей ял хуçалăх центрĕн районти уйрăмне ÿсен-тăрансене хÿтĕлессипе тимлекен районти станципе пĕрлештернĕ хыççăн специалистсен пурнăçламалли ĕç калăпăшĕ ÿснĕ – агрономсем уй-хирти çĕре тĕпчеме тухса çÿреççĕ, уйрăм хушма хуçалăх тытакансене те пысăк тимлĕх уйăраççĕ, вĕсене ял хуçалăх культурисене тухăçлă çитĕнтерме пулăшас тĕллевпе сĕнÿ-канаш параççĕ. Кирлĕ пулсан агрономсем ял çыннисене минераллă удобренисемпе ÿсен-тăрансене им-çамламалли препаратсене сутаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика