03 марта 2010 г.
Шăмат кун ЧР Президенчĕ Николай Федоров Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнче пулнă. Тралькассинче пĕтĕмĕшле çемье врачĕн офисне уçма хутшăннă. Чăваш енре çакăн йышши офиссем – 600.
Н.В.Федоров «Коминтерн» ял хуçалăх пĕрлешĕвĕн сысна фермине çитсе курнă. «Пысăк çитĕнÿсем конкуренцире кĕрешме май парĕç. Патшалăх тăрăшса ĕçлекенсене малашне те пулăшĕ», – тенĕ Николай Федоров. Президент республикăра сĕт тирпейлекен 700 миллион тенкĕлĕх çĕнĕ завод тума палăртнине хыпарланă. Çакă предприятисенчен туянакан сĕт хакне хăпартма май парĕ.
Республика ертÿçи Атнарти çĕнетнĕ культура çуртне те çитсе курнă, кунта ĕçлекенсем валли видеопроекци оборудованийĕ, музыка хайлавĕсене илемлетме май паракан компьютер хатĕрĕсем, принтер, сканер, артистсем валли чаплă костюмсем уйăрни çинчен пĕлтернĕ, çакна çирĕплетсе свидетельство панă.
Юлашкинчен Н.Федоров район активĕпе канашлу ирттернĕ. Хĕрлĕ чутайсем 2009 çулхи экономикăпа социаллă аталанăва пĕтĕмлетнĕ, кăçалхи тĕллевсене палăртнă. Чылай ĕç-хĕлпе район республика шайĕнчен юлса пырать. Çакна ял хуçалăх министрĕ М.Игнатьев, экономика аталанăвĕпе суту-илÿ министрĕ И.Моторин тĕслĕхсемпе çирĕплетнĕ. Муниципалитетăн татса паман ыйту чылай: выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче кăтартусем чакаççĕ, кĕрхи культурăсене палăртнă чухлĕ акса хăварман, хушма хуçалăха аталантаракансене патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерессине кирлĕ пек йĕркелемен, тăкаклă ĕçлекен предприятисен хисепĕ пысăк, çурт-йĕр тăвасси чакнă. Президент электрон аукционĕсем ирттерессине пысăк тимлĕх уйăрма сĕннĕ. «Ку бюджет укçи-тенкине самаях перекетлеме май парĕ», – тенĕ.