03 марта 2010 г.
Шупашкарта ирĕклĕ майпа кĕрешессипе иртнĕ республика чемпионачĕ рейтинглă спортсменсене пуçтарнă.
Кавир çине тухнă хĕрарăмсем те, арçынсем те – чылай сумлă турнир çĕнтерÿçисемпе призерĕсем. Çавăнпах ĕнтĕ мала тухассишĕн кĕрешÿсем уйрăмах çивĕч пынă.
Пирĕн район спортсменĕсем чемпион ята çĕнсе илеймен пулин те, лайăх результатсем кăтартнă. Харпăр хăй виçе категорийĕнче Иван Сладков тата Александра Савина – кĕмĕл, Сергей Львов тата Денис Павлов бронза призерсем пулса тăнă. Дима Авдеев тăваттăмĕш вырăн йышăннă.