03 марта 2010 г.
Профсоюзсен республикăри комитечĕ чылай тытăмра ĕçлекенсем хушшинче йĕлтĕрпе чупассипе ăмăрту йĕркеленĕ. Вĕренÿ отраслĕнче Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн преподавателĕ Галина Павлова 3 километрлă дистанцире кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ. Патшалăх учрежденийĕсен тытăмĕнче район администрацийĕн социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕн заместителĕ Сергей Политов çиччĕмĕш вырăн йышăннă.
Почта ĕçченĕсем вара Пĕтĕм Раççейри çыхăну ĕçченĕсен профпĕрлешĕвĕн республикăри комитечĕн Кубокĕшĕн пыракан Спартакиадăра виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ.
Ку тытăмра тимлекенсен ĕçне кулленхи тренировкăсемпе танлаштарма пулать. Çумăра-юра, сивве-ăшша пăхмасăр вĕсем çухрăмшар утаççĕ, кашни киле почта тивĕçтерĕвĕсемпе çитеççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ ăмăртуран та вĕсем лайăх кăтартусемпе таврăнма пултарнă.
Спартакиада ултă тĕсе пĕрлештернĕ. Йĕлтĕр трасси çинче команда чысне çиччĕн хÿтĕленĕ. Енĕшри почта уйрăмĕн пуçлăхĕ А.Кудрявцева финиша пуринчен малтан çитнĕ.
Çăмăл атлетикăра вăл иккĕмĕш вырăн йышăннă. Н.Павлова, Вăрманкасри почта çыхăнăвĕн уйрăмĕн пуçлăхĕ, – виççĕмĕш.
Шахматла выляссипе Вăрнар почтамтчĕн пуçлăхĕ Геннадий Никитин тата ĕç сыхлавĕн инженерĕ Григорий Игнатьев кĕмĕл призерсем пулса тăнă.
Ăмăртăва хутшăннă кашни почта ĕçченĕ команда çĕнсе илнĕ бронза-вырăна тивĕçлĕ тÿпе хывнă, йĕлтĕрпе чупассипе те, волейболра та, çăмăл атлетикăра та, мини-футболта та, ишессипе те – результачĕсем лайăх.