03 марта 2010 г.
Чăваш Республикинчен тухнă офицерсен Мускаври «Тăван çĕршыв ывăлĕсем» пĕрлешÿре тăракан запасри полковник Э.В.Васильев тăван Вăрнар районне, хăй вĕреннĕ шкулсене ялан килсе çÿрет. Хăш-пĕр çулсенче ачасем патĕнче темиçе хутчен те пулать. Кăçалхи тĕл пулусене çарпа флот уйăхлăхĕсене, Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунне тата Аслă Çĕнтерĕвĕн çывхарса килекен юбилейне халалланă. Кĕçĕн Кипекри вăтам шкулта вĕренекенсемпе вĕрентекенсем эпир çитнĕ тĕле строя тăнăччĕ ĕнтĕ. Уява хатĕрлекенсемпе хăнасен ретĕнче шкул директорĕ Борис Терентьевич Семенов, физкультурăпа спорт ĕçĕсен тата патриотла мероприятисен организаторĕ Николай Дмитриевич Павлов, Кĕçĕн Кипек ял администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Яковлевич Верендеев, район администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕн специалисчĕ Денис Юрьевич Трофимов, паллă математик – Пĕтĕм тĕнчери Геннадий Никандрович Волков академик ячĕпе хисепленекен преми лауреачĕ Вера Михайловна Гурьева, учительсем, космонавт пулма хатĕрленекен ачасем, фронтпа тыл ветеранĕсем тата, паллах, чаплă тĕл пулу пуçаруçи Эрик Васильевич Васильев. Унăн кун йĕркинчи доклачĕпе, пĕтĕмĕшле илсен, районти «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатăн февралĕн 20-мĕшĕнче пичетленнĕ статйи тăрăх паллашма пултаратăр. Кăкăр тулли наградăсемлĕ çар çыннине ачасем куçран пăхса, хăпартланса, тимлĕ итлерĕç.
– Ак, эппин, пăхăр, çак ялав чысне ÿкерместпĕр тесе тупа тăвăпăр! – терĕ вăл. – Совет Çарĕпе совет халăхĕ çак çутă тĕнчене фашизмран çĕнтерÿллĕ те хăватлă, çурлапа мăлатуклă Хĕрлĕ ялавпа çăлса хăварнă.
Э.Васильев шкула çĕнтерÿçĕ-воинсем Берлинти рейхстаг куполĕ çине 1945 çулхи майăн 1-мĕшĕ тĕлне хăпартса çакнă ялав дубликатне парнелерĕ. Унта çапла çырса хунă: «150 стр. ордена Кутузова II ст. Идрицк. див. 79 с.к. ЗУ.А. 1Б.ф.». Кĕскен каласа хăварар-ха. Ку ялава стрелоксен 150-мĕш дивизийĕн командирне 3-мĕш ударлă армин Çар канашĕ панă. Хăпартса çакаканĕсем – асăннă дивизири стрелоксен 756-мĕш полкĕнчи разведчиксем – М.Егоровпа М.В.Кантария. Вĕсене ертсе пыраканĕ – батальон командирĕн заместителĕ А.П.Берест лейтенант. Хураллаканĕсем – И.Я.Сьянов ротин автоматчикĕсем. Эрик Васильевич Псков облаçĕнчи Себеж районне кĕрекен Идрица поселокĕ ячĕпе хисепленнĕ 219-мĕш стрелковăй дивизире пирĕн ентеш, Мăн Явăш çынни Совет Союзĕн Геройĕ Федор Иванович Ашмаров çапăçни çинчен те каласа пачĕ. Берлин çийĕн (Çĕр-планета çийĕн тесен те йăнăш пулмĕ!) ялкăшса вĕçнĕ ялавăн пысăклатса рамкăна лартнă фотоÿкерчĕкне шкул директорне тыттарчĕ. Хуравлă сăмахĕнче Борис Терентьевич Константин Симоновăн «Голос мира» сăввине янраттарчĕ. Ялавçăсен, çĕнтерÿçĕсен ĕмĕр-ĕмĕр асăнмалăх ятне-сумне тивĕçлĕ пулма тăрăшар, терĕ.
Çĕнтерÿ Ялавĕн пирвайхи дубликачĕсене Мăн Явăшри вăтам шкулпа Шупашкарти шкула панă. Виççĕмĕшĕ – кĕçĕн кипексен. Черетрине кĕçех – майăн 8-мĕшĕнче – Калининăри вăтам шкула çитереççĕ.
Фронтпа тылăн тăватă ялтан пуçтарăннă хĕрĕх паттăрне Раççей Федерацийĕн «65 лет Победы в Великой Отечественной войне 1941–1945 г.г.» медалĕпе наградăларĕç. Çав шутра – ĕç ветеранĕ, ача амăшĕ-героиня Елизавета Степановна Степанова. Тăхăр ача ÿстернĕ. Пилĕк хĕрĕ аслă пĕлÿ илнĕ, учительте ĕçлеççĕ. Нина Васильевна Ветрова та ача амăшĕ-героиня. Ĕç ветеранĕ Алевтина Дмитриевна Волкова виçĕ ачине пĕччен çитĕнтернĕ, паха пĕлÿ илме пулăшнă. Пелагея Петровна Журавлева та çирĕм çиччĕрех тăлăха юлнă, ывăлпа хĕрне ăмсанмалăх çын тунă. В.И.Васильева, Е.С.Семенова, Р.Т.Кудрявцева, П.И.Иванова, Е.Т.Антонова – ытти нумай хĕрарăмсем çинчен мухтав юррине тивĕçлĕ сăмахсем каларĕç. Э.Васильев КПРФăн Госдумăри фракцийĕ хушнипе педагогика ветеранĕпе патриотне, Аркадий Иванович Смирнова, И.В.Сталин юбилейĕн медалĕпе наградăлани çинчен пĕлтерчĕ, ăна ветеран кăкăрĕ умне çирĕплетрĕ, хăй ятĕнчен асăнмалăх парнепе чысларĕ.
Мăн Явăшри вăтам шкулти çар мухтавĕн залĕнче уяв малалла тăсăлчĕ. Ачасем строй йĕркипе юррисен парадне хатĕрленсе тăнă. Вĕсене ăнăçу сунса тата праçник ячĕпе шкул директорĕ Андрей Анатольевич Матвеев, парад йышăнакан Эрик Васильевич Васильев, ветерансем – Илья Лаврентьевич Лаврентьевпа Владимир Иванович Толстов, район администрацийĕн представителĕ Вячеслав Петрович Никифоров тухса калаçрĕç. Парадра хăйĕн пултарулăхне кашни класс уйрăммăн кăтартрĕ. Пĕрлĕхлĕ форма çĕлесе тăхăннипе 2-мĕш класс ачисем маçтăртарах тесе палăртрĕç. Стройра утма, çаврăнкалама, саламлама пĕлессипе 10-мĕш класс мала тухрĕ. Строй юррипе пĕрремĕш вырăна 8-мĕш класс йышăнчĕ. Пĕтĕмĕшле пĕрремĕш вырăнта 10-мĕш класс, премийĕ – виçĕ пин тенкĕ. Пĕтĕмĕшле иккĕмĕш вырăнта – саккăрмĕшсем, премийĕ – икĕ пин тенкĕ. Пĕтĕмĕшле виççĕмĕш вырăнта – 2-мĕш класс, премийĕ – пин тенкĕ. Чи лайăх командира Леонид Федорова 500 тенкĕпе премилерĕç. Малти вырăнсене пурне те ятарлă грамотăсемпе çирĕплетнĕ.
Акт залĕнче пухăнса калаçнă вăхăтра космонавтикăна пулăшакан «Байконур – Чебоксары» ассоциацин президенчĕ, Раççейри космонавтика федерацийĕн вице-президенчĕ Валериан Петрович Тихонов килсе çитрĕ. Ачасем ăна питĕ интересленсе итлерĕç. Вăл шкул директорĕн çумне Альбина Васильевна Павлована («40 лет первому в мире групповому полету в космос»), 10-мĕш класс хĕр ачине Лилия Владимирована («Юный гагаринец») космос медалĕсемпе наградăланине хаваслăн, нумайччен алă çупса йышăнчĕç. Лиля – шкулти космонавтсен «мастер» категориллĕ борт-инженерĕ, Раççей шайĕнчи смотр-конкурсра 3-мĕш вырăна тухнă.
Э.Васильев Кĕçĕн Кипекре те, Мăн Явăшра та вĕренÿ отличникĕсене хăй çырнă кĕнекене парнелерĕ («Байконур: дороги в космос строятся на земле»), «Сыны Отечества» сборникăн черетлĕ кăларăмне хăварчĕ. В.Тихонов космоспа çыхăннă буклетсем нумай илсе çитернĕ. Эрик Васильевич, çавăн пекех, уяв кучченеçĕн йĕркипе, Мускавранах икĕ шкулти мĕнпур ачасемпе учительсене тивĕçмелĕх шоколад коробкисем турттарса килнĕ.
И.В.Сталин юбилейĕн медальне Мăн Явăшра И.Л.Лаврентьевпа В.И.Толстова пачĕç. Аслă Çĕнтерÿ юбилейĕн медальне илнисем хумханса калаçрĕç. Тăван çĕршывăн ирĕклĕхне шанчăклăн хÿтĕлеме паян та чăн-чăн халăх çарĕпе флочĕ кирлĕ тесе палăртрĕç. Совет салтакĕ хăй мĕншĕн çапăçнине лайăх пĕлнĕ, патшалăхра заводсемпе фабрикăсем, çĕрпе унăн пуянлăхĕсем ĕç халăхĕн аллинче тăнă, Совет çĕршывĕ пĕр пĕтĕмĕшле çемьери пек пурăннă.
Каçхине Мăн Явăшри культура çуртне лăках тулнă халăх Маргарита Туринген тата «Сеспель» ансамблĕн концертне пăхнă. Артистсене Эрик Васильев чĕнсе илнĕ.