03 марта 2010 г.
Агреппина Игнатьева Канаш районĕнчи Пратьякас Енĕш ялĕнче çуралса ÿснĕ. Халĕ вăл Услантăр Енĕшре пурăнать. Иртнĕ пурнăç çинчен сăмах-юмах тапратсан, ачалăхăн илемлĕ те асамлă вăхăтне хăрушă вăрçă туртса илнинчен пуçлать.
Вунă класс пĕтерсе алла аттестат илсен пултаруллă хĕрача малалла вĕренме ĕмĕтленнĕ. Анчах алăра пĕр пус та пулман. Вăл Шăхасанти пĕр стройкăна кÿлĕннĕ, икĕ уйăх çурă ĕçлесе укçа илнĕ. Чун туртнă сукмакĕ ăна Канашри педучилищĕне илсе çитернĕ. Вăтам шкула пĕтĕмпех «5» паллăсемпе пĕтернĕскере вĕренме экзаменсăрах йышăннă. Педучилище хыççăн Канаш районĕнчи Анат Вăрманьял шкулĕнче ĕçлеме тытăннă. Ялти çамрăксемпе пĕр чĕлхе тупнă. Спектакль-концертсене хутшăннă. Хĕллехи каçсенче ялти комсомолецсемпе политзанятисем ирттернĕ. Лайăх ĕçленĕшĕн районти комсомол комитечĕ ăна кăкăр çине çакмалли паллăпа наградăланă.
Тăватă çул ĕçлесен Вăрман Енĕш шкулне куçнă. Хăйĕн пĕрремĕш вĕрентекенĕпе Анна Ивановна Алексеевапа пĕрле ĕçленĕ. Унран тĕслĕх илсе вĕренсе пынă. Услантăр Енĕшри Иван Игнатьевпа çемье çавăрсан Енĕш шкулне куçса килнĕ. «Директорсем, хăйсен лайăх ĕçĕпе чапа тухнăскерсем, пирĕнтен те çирĕп ыйтатчĕç, пĕлменнине вĕрентсе пыратчĕç. Сасă хăпартса нихăçан та ятлаçман. Алексей Мефодьевич Белова, Аркадий Давыдович Давыдова (йывăр тăпри çăмăл пултăр), Любовь Ивановна Нестерована тав сăмахĕ калас килет. Вĕсем мана пурнăç çулĕпе çирĕппĕн утма вĕрентрĕç», – кăмăллăн аса илет ветеран. Аслисен тĕслĕхĕпе шкулта вăтăр пилĕк çул чун-чĕрине парса тăрăшнă. Ачасене уроксем хыççăн хăварса ĕçленĕ. Ашшĕ-амăшĕсемпе тачă çыхăну тытнă. Лайăх ĕçлесе «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ.
Мăшăрĕ Иван Игнатьев вун пилĕк çул ытла бригадирта ĕçленĕ. Услантăр енĕшсен тыр-пул тухăçĕ гектартан 30–35 центнер пулнă. Вăл социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи пулса тăнă. Чăваш Республикин Аслă Совечĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ.
Игнатьевсем мăшăрĕпе ултă ача ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Пилĕк ачи аслă, пĕри ятарлă вăтам пĕлÿ илнĕ, çемьеллĕ. Пурте Шупашкарта ĕçлесе пурăнаççĕ. Вĕсен халь вун виçĕ мăнук. Шел те, Иван Игнатьевич мăнукĕсене пурне те кураймарĕ. Йывăр чире пула ултă çул каялла пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Агреппина Яковлевна килĕнче пĕчченех пурăнать. Сурăхсем, качакасем нумай усрать. Ачисем амăшне пулăшсах тăраççĕ. Хĕллехи каçсенче алă ĕçĕ туса вăхăта кĕскетет, тĕрлĕрен эрешсемпе илемлетсе алсиш-нускисем çыхать.
Çемье вара пĕчĕк мар – çирĕм улттăн. Аслă хĕрĕ Надежда – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ. Вăл ачасемпе çамрăксен пултарулăх центрĕнче ĕçлет. Хурăн хуппинчен тĕрлĕ япаласем ăсталать. 2007 çулта унăн ĕçĕсен куравне ирттернĕ. Вăл художник та. Зоя та аппăшĕ пекех тăмран япаласем тума юратать. Лена «Пионер сасси» хаçат ирттернĕ çамрăк историксен ăмăртăвĕнче çĕнтернĕччĕ. Пĕтĕм Союзри çамрăк туристсен Ульяновск хулинчи «Туслăх» лагерьне слета кайма тивĕç пулнă. Володьăна шашка-шахмат вăййисемпе шкулта çитекенни пулман. Яланах зонăри, республикăри ăмăртусенче мала тухнă. Тĕнче класлă спорт мастерĕ Владимир Сергиевскин хаклă парнине тивĕçнĕ. Ултă ачи те ашшĕ-амăшĕ пекех пултаруллă та маттур.
Икĕ çул ытларах каялла Агреппина Яковлевна тăрăшнипе, нумай чупнипе Вăрнар – Красноармейски çулĕ уçăлчĕ. Çавăн пек маттур хĕрарăм вăл Агриппина Яковлевна. Йывăрлăхсем умĕнче пуçне усмасть, пуçăннă ĕçе вĕçне çитерет. Мартăн 1-мĕшĕнче вăл 75 çул тултарчĕ. Эпир ăна çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх, вăрăм ĕмĕр сунатпăр.