01 февраля 2010 г.
Статистика кăтартăвĕсем тăрăх, çулсеренех Раççейре вăтамран 200 пин енне пушар пулса иртет, çулăмра 16 пин ытла çын вилет. Шутласа илĕр-ха: мĕнле пысăк çухатусем тÿсетпĕр. Çавăнпа та пушарсенчен хÿтĕленесси пирĕн обществăшăн тĕп ыйтусенчен пĕри пулса тăчĕ.
Инкексен сăлтавĕсем кашни тĕслĕхре тĕрлĕрен, анчах яланхиллех çынсен айăпĕ пысăк. Пĕр çын тимлĕхе çухатать – вуншарăн шар кураççĕ.
Социаллă учрежденисенче, халăх нумай пухăнакан объектсенче пысăк калăпăшлă инкексем тухас хăрушлăх пуртан, вĕсем уйрăм тимлĕхре. Ватă çынсемпе, тĕрлĕ учрежденисенче пурăнакан-сипленекен инвалидсемпе те час-часах вĕренÿсем ирттереççĕ. Нумаях пулмасть асăрханулăх çинчен Калининăри психикăпа неврологи интернатĕнче сипленекенсемпе калаçнă. Калаçăва пушара хирĕçле профилактика инструкторĕ Н.Ефимова ирттернĕ.