27 февраля 2010 г.
Çавалкасри ватăсен çуртĕнче паян 20 çын пурăнать. Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ умĕн вĕсенчен пиллĕкĕшĕ (вăрçă участникĕ пĕрре, тыл ĕçченĕсем тăваттăн) «Тăван çĕршывăн 1941 – 1945 çулсенчи Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 65 çул çитни» юбилей медалĕсене тивĕçнĕ. Аслă Çĕнтерĕве çывхартас тесе мĕнпур вăйран тăрăшнисене социаллă хÿтĕлев пайĕн заведующийĕ Игорь Григорьевич Романов, халăха социаллă пулăшу паракан центр директорĕ Людмила Валерьевна Николаева, Çавалкас ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Петр Иванович Краснов, район администрацийĕн экономика тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ Альбина Георгиевна Константинова, Карл Маркс ячĕллĕ кооператив ертÿçи Валерий Филиппович Шумилов чун-чĕререн саламланă, ырлăх-сывлăх, иксĕлми вăй-хал суннă.
Ырă чунлă çынсем пуррипе çут тĕнче илемлĕ. Валерий Филиппович ватăсен çуртĕнче пурăнакансене тăтăшах пулăшма тăрăшать. Ырă кăмăллă ертÿçĕ кăçал та Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунне паллă тума пушă алăпа килмен, ватăсен çуртне 200 килограмм шурă çăнăх панă.