27 февраля 2010 г.
«Тăван çĕршывăн 1941–1945 çулсенчи Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 65 çул çитни» юбилей медалĕсене Ярмушка ял тăрăхĕнчи 127 çын тивĕçнĕ те ĕнтĕ. Аслă Çĕнтерĕве çывхартассишĕн пурнăçа шеллемен паттăр салтаксем, тылра хастарлăх кăтартнисем Çавалкасри ватăсен çуртĕнче те пур. Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ умĕн кунта хÿтлĕх тупнă аслă ентешĕсене – Венямин Прокопьевич Прокопьева, Ольга Ивановна Иванована, Антонина Прокопьевна Прокопьевана – Ярмушка ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Веняминович Афанасьев юбилей медалĕсемпе чысланă, вăрăм ĕмĕр, нумай вăй-хăват, канлĕ ватлăх суннă. Пуканкассинчи «Чашма» фольклор ушкăнĕн пултарулăх номерĕсене ватăсем хапăлласах пăхнă. Пĕр мăшăрсем Ольгăпа Алексей Кондратьевсем балалайкăпа такмаксем каланă хыççăн залра ларакансем уйрăмах тăвăллăн алă çупнă. Ветерансем концерт вĕçленсен ентешĕсене чун-чĕререн тав тунă, тăван ен чĕнĕвĕ пĕрмаях илĕртнине каланă, ватăсен çуртне час-часах концертпа килсе çÿреме ыйтнă.