Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçă паттăрне асăнса

01 марта 2010 г.

Ярмушка ялĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникне, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерне Артем Яковлевич Яковлева асăнса йĕлтĕр чупăвĕ иртнĕ. Спонсорĕсемпе йĕркелÿçисем – вăрçă паттăрĕн мăнукĕ Руслан Яковлев, вырăнти поселенипе хуçалăх, ку ялтан тухнă предпринимательсем, паллă çынсем.

Ял хушшипе хывăннă йĕлтĕр йĕрĕ çине аслисем те, ачасем те йышлăн тухнă, пĕтĕмпе 78 çын. Вĕренекенсенчен В.Иванов, Р.Сорокин, Д.Слонов, В.Павлов (Ярмушка), Н.Зайцев, Н.Иванов, Н.Порфирьев (Туçи Çармăс) мала тухнă. Аслисенчен кашни хăй ÿсĕмĕнче А.Кондратьев (Ярмушка), А.Михайлов (Çавалкас), В.Матвеев тата Ю.Яковлев (Шупашкар) чемпионсем пулса тăнă. 60 çултан аслăраххисенчен Ярмушкари М.Иванов, Вăрнарти Г.Никишов маттур пулнă.

Чупу хыççăн стадионта çамрăксемпе спорт ветеранĕсем мини-футболла выляса тупăшнă.

Сывă пурнăç йĕркин тусĕсене «Единая Россия» политика партийĕн вырăнти уйрăмĕн председателĕ Сергей Павлов та саламланă, çĕнтерÿ патне яланах ăнтăлма, спорт мероприятийĕсене малашне та хастар хутшăнма ăнăçу суннă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика