Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЕВСЮКОВСЕНЧЕН ХĂТĂЛАТПĂР–И;

27 февраля 2010 г.

Çак çын ячĕ пайăр мар ят пулса тăнăранпа кĕçех çулталăк çитет. Евсюковсем – камсем-ши вĕсем; Чăнахах та «психсем»-и; Ваккачĕсем – пĕрле ĕçленисемпе пуçлăхĕсем таранах – «псих» сулăмне тайăлтарасшăн. ТВ-кăларăмра сенсаци вырăнне хурса Денис Евсюков хăй мĕн каланине кăтартрĕç. «Епле пулса иртнине астумастăп, – тет. – Ăс-тăн пăтраннă пулас...» «Тен, психотроплă препарат хыптарнă;» тесшĕн «Утрав» супермаркетра çынсене пĕр шелсĕр пере-пере пăрахнă майорăн айăпне çăмăллатма хыпăнса ÿкнисем. Анчах медэкспертиза иккĕленме памасть. Пуç мимийĕ пăсăлса нервисем хавшанă-тăк, мĕншĕн ăна РОВД начальникĕнче тытса усранă; «Арăмĕпе хирĕçсе кайнăран картран тухнă», – текелеççĕ. Икĕ миллиона яхăн милиционер хушшинче арăмпа кашниех ваç-ваç çураçуллă-ши;..

Февралĕн 5-мĕшĕнче Аçтăрханти ДПС подразделенийĕ взятка технологине мĕнле йĕркеленипе паллаштарчĕç. Мел-меслете виçĕ çул хушши маçтăрланă. Тăрă шыва туртса кăларнă 19 милиционер йышĕнче начальниксене асăнмарĕç. Взятка сумми çÿлелле хăпарнăçем сулăмлансах пынă тенипе çырлахрĕç.

– Намăс! – терĕ РФ Главнăй автоинспекторĕ Виктор Кирьянов Госдумăри отчетра.

Калаçу тапратас-ха тесе çак йĕркесене çырса хунă вăхăтра телевизорта Д.А.Медведев Президент курăнса кайрĕ. Сисмесĕрех унпа пĕр шухăшлă пулса тăтăмăр.

Шалти ĕçсен министерствин коллегийĕн анлă ларăвĕ пухăннă (февралĕн 18-мĕшĕ). 2009 çулшăн ведомство отчетне итленĕ. Кунта патшалăх пуçлăхĕн сăмахĕ кирлех. Ара, МВДри реформăсемпе кадрсем пирки Президент унчченех сăмах пуçарнăччĕ. Халь вара конкретлă мерăсемпе паллаштарчĕ. 2012 çулхи январьтен центрти аппарат йышне икĕ хута яхăн чакарма пăхнă, çирĕм пинрен пĕр вунă пинĕ катăлать. Ют çĕршывсен Раççей территоринче законпа вырнаçман çыннисене малашне миграцин федераллă службин хÿтерме тивет. МВД урăлтаркăчсемпе, автотехосмотрпа чăрманма пăрахать. Транспорт милицийĕ палăрмаллах кĕскелет. Приказа пурнăçламаншăн милиционерăн уголовнăй йĕркепе ответ тытмалла пулать (çарти евĕр). Преступлени тусан, МВД службинче тăни айăпа йывăрлатать...

Пĕрре пăхсан, пурте кирлĕ мерăсем. Тем кĕтмелле ĕнтĕ ку кампанирен; Эп, сăмахран, Строевсемпе Россельсене шăв-шав витĕр Федераци Канашне тĕкнине коррупцие хирĕçле вăрçă путланнине пĕлтерчĕ пуль тесе ăнлантăм. Коррупципе пухнă пурлăха закон йĕркипе вырнаçтарма чиновниксене срок пачĕç. Кусене те маларах асăрхаттарса хучĕç. Министр заместителĕсене мĕншĕн отставкăна янине эпир пĕлместпĕр. Томскри управлени начальникне В.Гречмана хăваланин сăлтавĕ паллă: милици унта журналиста кăнтса хунă. Краснодар крайĕн ГУВД начальникĕн заместительне Дымовский пирки кăларнă, тен; Милици майорĕ унта хăйсем коррупци шурлăхне путни çинчен сăмах тапратнă.

Пичетре Раççейри политсловаре «ельцинизм» хыççăн тепĕр çĕнĕ сăмах çырăнни çинчен пĕлтерчĕç. Пĕлтĕр 2017 милиционера уголовнăй йĕркепе айăпланине «евсюковщина» темелле-мĕн. Генералиссимус сăмахне асра тытсан (А.В.Суворов), милицире те йышпа кăна мар ĕçлемелле-и, тен; Президент татах калĕ-ха. Халăх йышĕ катăлса пынă вăхăтра милици çарĕ ытла капашсăр пысăк-çке. Рохлин генерал тарăхни аса килет (хытăрах çавăрттаратчĕ те – ăна тем авăкра пуçтарчĕç). «Çар генералĕсене икĕ хут чакарнă чухне МВД генералĕсен шутне мĕншĕн 1,6 хут ÿстермелле;» – тенĕччĕ Госдумăри генерал. СШАра пĕр полицейски пуçне 400 çын тивет. Раççейре пĕр милиционер пуçне – 170 çын. 60-мĕш çулсенче пирĕн РОВДра пурĕ те 22 хастар тĕрмешетчĕ. Вĕсенчен пĕри – конюх, тепри – уборщица. ГАИре виç Левенти (Л.Л.Леонтьев) хăйĕн дружинипе (тÿлевсĕр активĕпе) пĕчченех хуçаланатчĕ. «Евсюковсен» шăрши-марши сисĕнмен. Эп ача чухне Калинино районĕнчи участокри милиционер Данилов е çатан урапипе, е хыçлă çунипе çунтарса çÿретчĕ. Ун çинчен усал сăмах илтмен. Вăл уйăхра пĕрре ял витĕр тухрĕ пулсан, тепĕр уйăх пурте тĕрĕсех пурăнăр тенине пĕлтернĕ. Курăнса çухалнă хыççăн тепĕр кунне унăн хĕрлĕ картусне е кăвак çĕлĕкне тупнă явăшсем каçса кайса хĕпĕртетчĕç. 80-мĕш çулсенче Николай Ведин çирĕп те ăслă çÿрерĕ. «Эп усал ĕçсем пуçтармастăп, ман тĕллев – профилактика», – тетчĕ. РОВД начальникĕсем – Никита Васильевич, Борис Федотович (иккĕш те Задорновпа пĕрех юмористсемччĕ), Виталий Артемьевич профилактика статйисемпе ман пата хаçат редакцине пĕрмаях пырса çÿретчĕç. Тĕрлĕ службăри эп çывăх пĕлнĕ юлташсем – Валерий Казаков (флотра пĕрле пултăмăр), Станислав Порфирьев (ашшĕ ятне ямарĕ), Николай Петров, Николай Александров, Анатолий Максимов, Анатолий Федоров халăхран тухнăран халăха юрăхлă ĕçлеме пĕлнĕ. Хальхисен ретĕнче, ман шутпа, Сергей Михайлов евĕрлисем питĕ кирлĕ (сатур, сăпайлă, хăюллă, ăслă, вĕренме ÿркенмест). Яков Иванович, Анатолий Афанасьевич, Анатолий Васильевич прокурор надзорне вăйлă тытрĕç. Çыннине кура, ăна май пур таран тĕрмерен хăтарнă, айăпа кĕнисене чухăннипе пуянни çине пайламан. Шел, халăх влаçне пăрахăçланă хыççăн халăх милицийĕ те, халăх прокуратури те çук. Халăх сучĕ вырăнне – Басман сучĕ.

Федераци Канашĕн пуçлăхĕ Сергей Миронов «эсер» юмах çапма ăста, вăл сăмах вакланă самантра тепри, тен, çăварне карса тăрать. Тулĕк, шел ĕнтĕ, пурнăçа, уйрăмăнах ялтине, пĕлмест. Участокри милиционера суйлавпа кăларасшăн. С.Миронов, сăмах та çук (хальхи суйлавсен технологине пĕлетпĕр), Анискинсене тупаймасть, участока маларах пĕр-пĕр бандит йышăнма пултарать. Шутлав палатин пуçлăхĕ Сергей Степашин «милицие» «полици» ятпа ылмаштарасшăн. Ку тата хăрушăрах. Мĕншĕнне хăвăр пĕлетĕр.

Вытрезвитель пирки. Вăрнарти урăлтаркăчра лайăх пĕлнĕ çынна туртса çакнă хыççăн (морга эп прокурорпа РОВД начальникĕнчен маларах çитрĕм. Çыннăн хул айĕсемпе пĕç хушшийĕсене пĕтĕмпе кăвакартса-хуратса лартнă, апла икĕ енчен тытса тăрса хĕненĕ) парти райкомĕн пленумĕнче тата халăх депутачĕсен район совечĕн Калининăри культура çуртĕнче ирттернĕ сессийĕнче, урăлтаркăча хирĕç хытă каларăм: «Пĕтермелле! Хупмалла! Милици ятне, Вăрнар ятне ярать!». Çав инкекрен чăнах та хăтăлтăмăр. Президент йышăнăвне ырламалла кăна!

Калаçăва кĕртме эпĕ чи çывăхри фактсене пĕрлештернĕччĕ. «Человек и закон», «Чрезвычайное происшествие», «Дежурная часть», «Очная ставка» йышши ТВ-кăларăмсене пăхкалăр-ха: пурте милици ытлашши иртĕнсе кайнине, коррупципе чăлханса чысран тухнине палăртаççĕ.

Мускавра шукăль офицерсене тытса чарнă. Çав милиционерсем вун пилĕк хутчен укçа турттаракансене, банксемпе ылмаштару пункчĕсен клиенчĕсене вăрă-хурахла тапăннă. Пĕр милиционерĕ наркотикпе, тепри хĕç-пăшал сутассипе çыхланнă. Мускаврах А.Ибрагимов рядовăй икĕ юлташĕпе пĕрле 19-ти çынна хĕнесе вĕлернĕ. Мускаврах «Ниссан Мистраль» лимузинри ÿсĕр подполковник А.Маурин машинипе юр хыракан В.Демидов водителе, утмăл çулхискерне, вилмеллех персе амантнă. Мускав таврашĕнчех (Видное) ГИБДД инспекторĕ номерсĕр «Мерседесран» тухса пĕр хĕре машинине сĕтĕрнĕ. Челябинскра ГИБДД инспекторĕ руль умĕнче ÿсĕрпе тăватă çынна таптанă. Февралĕн 11-мĕшĕнче Тувари Барун–Хемчик район сучĕ ДПС инспекторĕн Борбак-оол Баирăн ĕçне пăхса тухнă. Вăл руль умĕнчи 17 çулхи шкул ачине персе пăрахнă, унпа пĕр класри хĕр ачана йывăр амантнă. Пĕр çынна вĕлернĕшĕн, тепĕрне амантнăшăн, уликăсене фальсификациленĕшĕн милиционера пурĕ те... çулталăк та виçĕ уйăхлăха поселенири колонире пурăнма янă (кан-ха кăштах, терĕç-ши;). Екатеринбургра консерватори профессорне 62 çулхи Сергей Белоглазова намăссăрла хĕненĕ сотрудниксем «саншăн нимле Нургалиев та хута кĕреймĕ!» тесе хаярланнă. Урал тăрăхĕн пурте пĕлнĕ-палланă музыкçин аллине сусăрлатнă, тăнлавран çапса тăнсăр тунă, кĕсйинчен икĕ пин тенкĕ укçина кăларса илнĕ. Çын мĕн пурĕ те килтен магазина тухнă пулнă...

Çитет-и; ТВ кунашкал хыпарсене кунĕн-çĕрĕн купалать. Эп, аптăранипе, темĕнле кампани мар-ши ку тесе иккĕленме тытăнтăм. Астăватăр пуль: çарпа флота, çар промышленноçĕн комплексне компроматсем купаланипе аркатрĕç. Çар çыннинчен пÿрнепе тĕллесе мăшкăлатчĕç. «Дедовщина» Тăван çĕршыва кирлĕ мĕн чухлĕ ачана дистрофике кăларчĕ. Чечня вăрçи пуринчен те ытла вырăссене вĕлерсе пĕтерчĕ.

Милицин икĕ енлĕ тĕкĕрне пăхсан, Рашид Нургалиева та, Денис Евсюкова та шеллес килет. Общество, влаç тытăмĕ хăй чирлĕ. Ăшчикри чир-чĕр пĕтĕмĕшпе хĕне кайрĕ пулсан, ăна пайăн-пайăн сыватаймастăн.

Милици авторитечĕ Ельцин урама тухнă вăрçă ветеранĕсене ОМОНпа хĕнеттернĕ хыççăн анса пычĕ. МВДна пĕтĕмĕшпе политика енне сулăнтарчĕç. Унăн подразделенийĕсем, обществăри йĕркелĕх хуралĕнчен – пĕрремĕш тивĕçрен – пăрăнса, уйрăмăнах суйлавсенче картран тухаççĕ, митинга-мĕне тухнă çынсене тÿрремĕн хĕсĕрлеме пăхаççĕ.

ТВ каналсем нумай хутчен Мускаври «Речник» поселокĕ тавра пынă вăрçа кăтартрĕç. Кунти 37 çуртран халь-лĕхе 22-не аркатнă. Инкек тÿснисем Мускав мэрĕпе арăмĕн Раççейри тата ют çĕршывсенчи пурлăхне, вĕсен 8 предприятине арестлеме ыйтаççĕ. Вĕсем хăйсене персе хĕстерме милицие явăçтарнăшăн хытă пăшăрханнă. ТВ-кăларăмра вĕсене силовиксем (ОМОН, ФСБ, ыттисем) хĕнесе амантнă тесе тавлашрĕç. Дача поселокĕнче çур ĕмĕр ытла пурнаканнисем – вăрçă ветеранĕсем, пурĕ 150-ăн. «Сад вăрçинче» 16-ăн инфарктпа инсульт туяннă. Борис Пискунов (ун лĕкĕр-лекĕр çуртне чи малтан тапăннă, Аслă Çĕнтерĕвĕн çывхаракан юбилейĕ ячĕпе парне кÿрес тенĕ пуль) бульдозер умне выртнă та (ахăртнех, фашистсен танкĕ вырăнне йышăннă) пÿртне çăлайман, урасăр пулса юлнă (стресс хытарса лартнă).

«Таймс» журнал редакцийĕнче Мускаври ОМОН батальонĕн боецĕсем «обществăри йĕрке хуралĕн бизнесĕ» çинчен каласа панине çырса илнĕ. 2-мĕш батальон (ГУВД ОМОНĕ) командирĕ милици полковникĕ С.А.Евтиков хушнă тăрăх, сменăра пирĕн кашнийĕн виçĕ çынна тытса чармалла, «Китай-городри» УВДна бомжсене эрнере вунă-вун икĕ хутчен туртса кĕретпĕр, çулталăкра 40 пин çынран кая мар штрафламалла, тенĕ. Унсăрăн Лужков хушса тÿлекен вунă пин тенке тыттармаççĕ. Омоновецсен Рублевкăри коттеджсене, Филяри бизнесмен заводне хуралламалла, проституткăсенчен укçа пуçтармалла т. ыт. те. «Эпир кунне 20 сехет те ĕçлеме хатĕр, – тенĕ ОМОН боецĕсем Д.Медведев Президент патне янă çырура, – анчах...»

«Эпир бандитсемпе мар, хамăрăн халăхпа çапăçатпăр, – тенĕ МВД Мускаври профсоюзĕн председателĕ М.Пашкин («Новый регион» агентствăна панă интервью). – Ку – агони. Уйрăм руководительсене улăштарнипе пĕтĕмĕшле улшăну пулмасть».

Конституци тăрăх, закон умĕнче пурте тан. Çав вăхăтрах ГИБДД сотрудникĕсен следовательсем пирки, судпа прокуратура работникĕсем пирки протокол çырма юрамасть. Взяткăпа лекнĕ милиционерсем ним мар депутат пулса тăраççĕ (юлашки тĕслĕх – Питĕртен, А.Воробьева С.Лебедев предпринимательтен 240 пин тенкĕ илнĕ чух тытса чарнă).

Мускав çывăхĕнче МВД Шалти çарĕсем валли сывлăх комплексĕ туса лартаççĕ тесе пĕлтерчĕç. Бюджетран çур миллиард тенкĕ уйăрма тивет. Класлă саунăсем, бильярд залĕсем капăрланĕç... «Сывлăхшăн!» Хитре илтĕнет те, анчах милицири хальхи лару-тăрупа, кризис вăхăчĕпе килĕшÿллĕ мар.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика