Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çулталăкри ĕçе пĕтĕмлетрĕç

27 февраля 2010 г.

Кĕçнерникун район пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин депутатсен районти Пухăвĕн ларăвĕнче тухса калаçнă май, пĕлтĕрхи кăтартусене туллин пĕтĕмлетрĕ. Районăн экономика аталанăвĕ, бюджета тултараслăх шайĕ, ял хуçалăхĕ, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферинчи лару-тăру, социаллă политика тата çынсене ĕçпе тивĕçтересси – çак тата ытти ыйтусемпе 2009 çулта мĕнле ĕçлени отчетра яр уççăн курăнчĕ.

Чылай кăтартупа район республикăра малтисен йышĕнче пулни – пысăк çитĕнÿ. Палăртнă аталану çулĕнчен малашне те пăрăнмалла маррине каларĕ район пуçлăхĕ. Акă хăш-пĕр кÿршĕллĕ районсемех кризис тапхăрĕнче йывăрлăхсем тÿсеççĕ-тĕк, вăрнарсем бюджета тултарассипе те планпа пăхнинчен аванрах ĕçленĕ, экономика лару-тăрăвне витĕм кÿрекен тĕп предприятисем те производство калăпăшне ÿстерме пултарнă. Сăмахран, промышленноç продукцийĕн тата тивĕçтерĕвĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 5 миллиард та 49 миллион тенкĕпе (виçĕмçулхинчен 2,6 процент нумайрах) танлашнă: «Август» фирма филиалĕ (105,3:), Вăрнарти аш-какай комбиначĕ (108,3:) Вăрнарти йывăç комбиначĕ (177,5:), Вăрнар райповĕ (103,4:) ÿсĕмлĕ ĕçленĕ.

Ваккăн суту-илÿ тата обществăлла апатлану çаврăнăшĕ кăшт чакни сисĕнет. Ял хуçалăхĕнче тимлекенсене паян çăмăл килмест, апла пулин те «Агропромышленноç комплексĕн аталанăвĕ» наци проекчĕ йĕркипе çĕр ĕçченĕ патшалăх енчен пулăшу туять: хушма хуçалăх тытакансем те ял хуçалăх предприятийĕсем те çăмăллăхлă кредитсемпе усă кураççĕ.

Строительство ĕç-хĕлне тишкерес-тĕк, паллах, районшăн чи пĕлтерĕшлĕ объект – Кĕçĕн Çавал çинче шыв пухма ятарласа тăвакан вырăн. Кăçал унăн пĕрремĕш тапхăрне – плотина строительствине – вĕçлемелле, çуркунне шывпа тултармалла. Кивĕ насус станцийĕ шыв айне пулнă май çĕннине тума палăртнă, ку ĕç валли кирлĕ укçана уйăрнă ĕнтĕ. Тепĕр пысăк объектăн – Калининăри тасатмалли сооруженисен – строительстви те хĕлле те чарăнса тăмасть. Ăна вĕçлесен калининăсене чылай вăхăт пăшăрхантарнă, пĕтĕм район экологишĕн çивĕч ыйту татăлĕ.

Депутатсем пĕтĕмлетÿллĕ отчета ырласа йышăнчĕç. Çакăнпа пĕрлех кăçалхи ĕç тĕллевĕсем шутне кĕртмелли самантсене палăртрĕç. Уйрăммăн илсессĕн: унччен Калининăри училище вырнаçнă, халĕ пушă ларакан çурта юхăнма памалла мар, типĕтнĕ сĕт завочĕн шăпи самаях шутлаттарать. Мунча комплексĕнчи лару-тăрăва тишкерме, ăна тупăшлă ĕçлеттерме тĕрĕс çул-йĕр тупма ятарлă комисси йĕркелерĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика