27 февраля 2010 г.
Иртнĕ вырсарникун Волгоград хулинче çăмăл атлетика енĕпе иртнĕ Раççей первенствинче Чăваш енĕн пĕрлештернĕ команди аслă лигăра çамрăксен 17 команди хушшинче виççĕмĕш вырăн йышăннă.
Çĕрпел хĕрачи, Раççей спорт мастерĕ Екатерина Горбунова (сăн ÿкерчĕкре) командăна харăсах икĕ медаль кÿнĕ: 3000 метрлă дистанцире – ылтăн, 1500 метрлă дистанцире бронза çĕнсе илнĕ.
Хăмăш хĕрачи Марина Гордеева та çитĕнĕве сумлă тÿпе хывнă, 3000 метрта вăл пилĕк чи вăйлă спортсменка йышне кĕнĕ.