27 февраля 2010 г.
Шупашкарти суту-илÿпе курав центрĕнче регионсем хушшинчи «Çĕр улми – 2010» курав-форум иртнĕ. Унта Раççейĕн 27 субъектĕнчи тата Беларуçри, Украинăри, Германири, АПШри, Голландири ял хуçалăх организацийĕсем, çĕр улми лартса тăвассипе курăмлă ĕçлекен компанисем, банксем хутшăннă. Хăнасене «иккĕмĕш çăкăра» çитĕнтерес технологипе, çĕнĕ сортсемпе хамăр районти «Санары» тата «Агрохмель» агрофирмăсем те паллаштарма пултарнă, ял хуçалăх таварне те сутнă. «Август» фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕ те хăйĕн продукцине курава тăратнă.
«Санары» агрофирма ертÿçи Роберт Игнатьевич Петров курав-форумран лайăх кăмăл-туйăмпа таврăннине пĕлтерчĕ:
– Курнинчен курманни, пĕлнинчен пĕлменни нумай теççĕ. Курав-форумра çĕр улмие туса илес тĕлĕшпе тимлекен ăста специалистсем сĕнÿ-канаш пачĕç, селекционерсен çитĕнĕвĕсемпе, хăватлă техникăпа паллашрăмăр. Тăрăшсан акă Николай Федоров Президент палăртнă тĕллев – çулсерен пĕр миллион тонна çĕр улми туса илесси – çывăх вăхăтра пурнăçланĕ. Пĕтĕм Раççейри А.Г.Лорх ячĕллĕ ял хуçалăх наука-тĕпчев институчĕн директорĕн çумĕ Борис Анисимов «Чăваш Республики – çĕр улми çĕршывĕ» тени кăмăла çĕклет. Куравра «Санары» агрофирмăн «Удача», «Романо» çĕр улми сорчĕсене уйрăм çынсем те хапăлласах туянчĕç. Волгоград, Краснодар облаçĕсенчи хуçалăхсем пирĕнпе килĕшÿ турĕç.
«Санары» агрофирма курав-форума хутшăннăшăн Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Дипломне тивĕçнĕ. Çывăх вăхăтра республикăра вăрлăх ĕрчетессипе тимлекен хуçалăхсен конкурсĕ пулмалла. «Санары» агрофирма унта тивĕçлĕ вырăн йышăнасса шанас килет.