27 февраля 2010 г.
Хĕллехи полиатлон енĕпе иртнĕ Чăваш ен чемпионачĕпе первенствинче Вăрнар районĕн пĕрлештернĕ команди çĕнтерĕве кăçал та алăран ямарĕ, вуникĕ район хушшинче чемпион ята тивĕçлипе çĕнсе илчĕ.
Мухтав сăмахĕсене чи малтанах ял хуçалăх техникумĕн тренер-преподавателĕсене Александр Владимирович Созоновпа (пăшалтан пересси тата вăй гимнастики) Юрий Александрович Тикинева (йĕлтĕр спорчĕ) халалласан та йăнăш пулмĕ. Вĕсен кулленхи ĕçне эпир çамрăксен темиçе ăрăвĕн ăсталăхĕпе çитĕнĕвĕнче курма пултаратпăр – пирĕн полиатлонистсем темиçе çул ĕнтĕ республика, Раççей ăмăртăвĕсене парăнтараççĕ.
Районăн пĕрлештернĕ командин кăçалхи йышĕнче те сатур çамрăксем: Анна Григорьева, Игорь Логачев, Сергей Политов, Мефодий Павлов – ял хуçалăх техникумĕн студенчĕсем, Александр Политов (Кÿстÿмĕр), Елена Иванова (Калинино), Анжела Петрова тата Евгений Семенов (Хапăс). Çавăн пекех техникумра вĕренекенсем – Мария Попова, Олег Петров, Александр Николаев, Андрей Васильев, Валерий Артемьев – уйрăм зачетра та мала тухассишĕн тупăшнă.
Пирĕн спортсменсем пĕрремĕш кунхинех командăна чаплă результатсем илсе килнĕ: пневматикăллă винтовкăран перессипе пысăк очкосем пуçтарнă, вăй гимнастикинче пултарулăх кăтартнă. Иккĕмĕш кун пушшех ăнăçлăрах иртнĕ, йĕлтĕр чупăвĕнче вăрнарсене çитекен пулман. Ахаль-тен-и, районăн çамрăк спортсменĕсем пиллĕкĕн тан республика чемпионĕсем пулса тăнă: А.Григорьева, Е.Иванова, А.Петрова, М.Павлов тата А.Политов. Призерсем те пиллĕкĕн – М.Попова, С.Политов, А.Васильев, В.Артемьев, Е.Семенов.
Çĕнтерÿ пьедесталĕ çине тăнипе пĕрлех уйрăм спортсменсем хĕллехи виçĕ енлĕ кĕрешÿре спорт мастерĕн кандидачĕн нормативĕсене те тултарнă: студентсенчен виççĕн – А.Григорьева, А.Васильев, М.Павлов тата Кÿстÿмĕрти А.Политов.
Районăн пĕрлештернĕ команди кăна мар, физкультура коллективĕсем хушшинче Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн команди те республика чемпионĕ пулса тăнă.
Чемпионат результачĕсемпе паллаштарнă май, А.В.Созонов тăван вĕренÿ заведенийĕн администрацине, уйрăммăн ун директорне Илья Арбузова, çамрăк ăрăва вĕренме, ÿт-пĕве пиçĕхтерме тивĕçлĕ условисем туса панăшăн тата ăмăртусене тухса çÿреме тĕрлĕ майсемпе пулăшнăшăн, çавăн пекех район администрацийĕн социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕн çумне Сергей Политова çÿллĕ шайри йĕркелÿ ĕçĕшĕн тав турĕ. Полиатлонистсен вара канма вăхăт çук, тренер март варринче хĕллехи виçĕ енлĕ кĕрешĕвĕн черетлĕ тапхăрĕ иртессине каларĕ.