20 февраля 2010 г.
Ытларикун районта культура ĕçченĕсен семинар-канашлăвĕ иртнĕ. Ун ĕçне Чăваш ен культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ Роза Лизакова, район пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин, ял-хула поселенийĕсен пуçлăхĕсем хутшăннă.
Канашлура иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ, малашнехи плансене палăртнă. Чăваш Республикин Президенчĕн Н.Федоровăн ялти культура çурчĕсене аталантармалли мерăсем çинчен калакан Указĕпе килĕшÿллĕн виçĕмçул районти культурăпа кану центрĕнче тĕплĕ юсав пулнăччĕ. Культура çурчĕсене юсама пĕлтĕр район тата республика бюджечĕсенчен виçĕ миллион ытла тенкĕ тăккаланă. Асăннă программăпа çывăх çулсенче Калининăри, Хирпуçĕнчи, Санарпуçĕнчи тата Чăрăшкас Хирлепри клуб учрежденийĕсене модернизацилеме палăртнă.
Культура министрĕ Р.Лизакова ку енĕпе вырăнти хăй тытăмлăх пуçлăхĕсемпе пĕрлешсе ĕçлемеллине палăртнă.
Иртнĕ çулхи пĕтĕмлетÿпе район администрацийĕн социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ В.Прокопьев, культурăпа кану центрĕн ертÿçи И.Шашкова, поселенисем хушшинчи районти тĕп библиотека ертÿçи Н.Лукина, историпе краеведени музейĕн тата ача-пăча ÿнер шкулĕн директорĕсем Е.Шариповапа И.Краснова тухса калаçнă.