20 февраля 2010 г.
– Паян педагогсен йышĕнче çĕнĕлле ĕçлеме, çĕнĕлле шутлама пултаракан класс руководителĕсен тепĕр «армийĕ» çуралчĕ. Çăмăл мар вăхăтра творчествăлла аталаннă, харпăр хăйне кăна мар, ачасен, ашшĕ-амăшĕсен шухăшлавне улăштарма пултаракан вĕрентекенсем малашлăх çулне уçаççĕ,– терĕ Чăваш Республикин вĕрентÿ институчĕн Ăс-тăн тата кăмăл-сипет воспитани аталанăвĕн центрĕн ертÿçи Татьяна Лушина «Самый классный классный» конкурсăн районти тапхăрĕ кăçал тата та пĕлтерĕшлĕрех ĕçсене пĕрлештернине палăртса.
Ытларикун Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкул чăннипех те пултарулăх лаççине çаврăнчĕ. Малтанхи тапхăрсенчи 65 класс ертÿçирен финала лекнĕ 16 вĕрентекен – Вăрнарти 1-мĕшпе 2-мĕш, Кÿстÿмĕрти, Уравăшри, Малти Ишекри, Хапăсри, Аçăмçырминчи, Кĕçĕн Кипекри, Пăртасри, Калининăри, Вăрман Кипекри шкулсенчен – кашниех хăйĕн программи чи çивĕччи те тухăçли тесе ĕнентерме тăрăшрĕ. Тĕрĕсех, конкурса тăратнă кашни ĕç ачасен пур енлĕ аталанăвне, шухăш-кăмăлне, воспитанине, культурине чи çÿллĕ шая çĕклессине, тÿпе айĕнче харпăр хăй вырăнне тупма вĕрентессине мала хурать. Тĕп вырăнта – уйрăм вĕренекен, уйрăм характер. Пурнăçа кĕртмелли мелĕсемпе майĕсем тĕрлĕ енлĕ мероприятисем, ĕçсем çинче никĕсленеççĕ. Çивĕч ыйтусене палăртнă, вĕсене уçса пама тĕрĕс çул-йĕр суйласа илнĕ.
Муниципаллă эксперт комиссийĕн пĕтĕмлетĕвĕ тĕрĕс. Харпăр хăй ушкăнĕнче Уравăш шкулĕнчи Наталья Анатольевна Ксенофонтова, Аçăмçырминчи Антонина Николаевна Петрова тата Кĕçĕн Кипекри Николай Дмитриевич Павлов (сăн ÿкерчĕкре) тивĕçлипе кăçалхи çулăн чи лайăх класс ертÿçисем пулса тăчĕç. Район чысне çывăх вăхăтра вĕсен республикăра хÿтĕлеме тивĕ.
Конкурса пĕтĕмлетнĕ май, район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Николай Иванов программăсем çивĕчлĕхне ÿстернине палăртрĕ. Класс ертÿçисен институтне туса хуни вĕрентÿ процессĕн чылай ыйтăвне татма пулăшнине, ачасемпе уйрăммăн ĕçлени кĕçĕннисем хушшинче преступленисем тăвассине чакарма пулăшнине каларĕ. Тĕслĕхпе те çирĕплетрĕ: малтанхи çулсенче шкул ачисем хутшăннипе преступленисем пулнă пулсан, пĕлтĕр, телее, пĕрре те çырăнман. Анчах ку лăпланмаллине пĕлтермест, малашне те çитĕнекен ăру аталанăвĕшĕн чунтан тăрăшасчĕ, терĕ Николай Никитич.
Районта 292 вĕрентекен класс ертÿçин тивĕçне пурнăçласа пырать. Вĕсенчен çуррийĕ тĕрлĕ çулсенче асăннă конкурса харпăр хăй программипе тухнă, республикăри палăрнисем тăваттăн: Зинаида Ильинична Еремеева (Калинино), Светлана Ивановна Афанасьева (Аçăмçырми), Нина Васильевна Бурмистрова (Вăрнарти 1-мĕш шкул), Оксана Владимировна Жебелевская (Хапăс).