Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕп тĕллев – асăрханулăха вĕрентесси

13 февраля 2010 г.

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Хуракасси шкулĕнче 1961 çулхи ноябрĕн 5-мĕшĕнче пулса иртнĕ, ку тăрăхри кашни çемьене хуйхă илсе килнĕ хăрушă инкек çинчен 30 çул ытла чăннине каламан. 1994 çулта кăна республикăри хаçатсенче ун пирки тĕплĕн çырса кăтартнă, обком докуменчĕсен вăрттăнлăхне уçса панă, ял çыннисем каласа панисене пичетленĕ. Çапла, шкулти физика учителĕн асăрханусăрлăхне, явапсăрлăхне пула 106 вĕренекенпе 4 учителĕн пурнăçĕ çунакан шкулта татăлнă. Çакăн çинчен паян пушар вырăнĕнче тăлăххăн кашлакан 110 тирек тата тăванĕсен, ял çыннисен чĕринчи нихăçан сÿнми ырату аса илтерет.

Чăнлăхĕ вара ытла та тискер пулнă: çунса, тĕтĕмпе наркăмăшланса вилнĕ 110 ачаран 20-шĕ шкул çулне те çитмен, 24-шĕ – 7 çул кăна тултарнă. Ашшĕ-амăшĕсен чĕрисем хуйхăпа епле çурăлса кайман тулĕк: пĕр кунта виçĕ çемьере – тăватшар, иккĕшĕнче виçшер ачасăр тăрса юлнă. Çакăн çинчен пытарас вырăнне çине-çинех калаçни, ачасем чылаййăн пухăнакан вырăнсенче асăрхануллă пулма вĕрентни аванрах марччĕ-ши; Мĕншĕн тесен Хуракассинчи пушар хыççăн тепĕр хĕллех Çĕрпÿре те Пионерсен çурчĕ çунса кайнă, унта та кăмакари вута чĕртме бензин сапнă, хыпса илнĕ витрене урайне ÿкернĕ... Телее, çуртра никамах та пулман.

Хуракассинчи инкеке, нумаях пулмасть Вăрнарти 2-мĕш шкулта 5-мĕш «а» класра вĕренекенсем (ертÿçи – Вероника Дмитриева) пушар хăрушсăрлăхне вĕренессипе çыхăннă класс сехетĕнче аса илнĕ. 48 çул каялла пĕр кунта çунса кĕлленнĕ шкул çинчен, çулăм ытамĕнчен тухайман ачасемпе учительсен синкерлĕ шăпи çинчен (ЧР Патшалăхăн гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăрусен ĕçĕсемпе тимлекен комитечĕн информацийĕ тăрăх) пĕрле вĕренекенсене Даша Максимова каласа панă. Класс сехетĕнче ахальтен мар çакăн пирки сăмах пуçарнă. Ку тĕслĕх ачасене мĕн пĕчĕкрен пушар хăрушсăрлăх правилисене ăнлантармаллине, инкекре хăйсене çăлма вĕрентмеллине калать. Çулăмра асапланнă ачасем çинчен аса илнĕ май паянхи вĕренекенсен асăрханулăх туйăмĕсем вăйланасса шанас килет. Класс сехетне хутшăннă хăна – Вăрнарти 27-мĕш пушар чаçĕн тата ВДПО-н районти участокĕн инструкторĕ И.Максимова – ачасене пушарсем тĕлĕшпе районти лару-тăрупа паллаштарнă, пушарсен сăлтавĕсене тишкернĕ, вăйă мелĕпе хăрушсăрлăх çинчен ăнлантарнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика