Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сахăр хакланнă

13 февраля 2010 г.

Чăвашстат кăтартăвĕсем тăрăх, потребитель карçинккине кĕрекен апат-çимĕç продукчĕсен чи пĕчĕк пуххи кăçалхи январь вĕçĕ тĕлне 1865,37 тенкĕ пулнă, иртнĕ уйăхринчен 5,3 процент ÿснĕ. Пĕтĕмĕшле Раççейпе вăл 2192,7 тенкĕне çитнĕ (иртнĕ уйăхринчен 2,9 процент нумайрах). Çĕршывăн тĕп хулинче вара пĕр çынна пĕр уйăхра кирлĕ тĕп продуктсен пуххи туллирех – унта 2516 тенкĕлĕх апат-çимĕç кĕрет, Санкт-Петербургра – 2416,7 тенкĕлĕх.

Çавăн пекех Чăвашстат палăртнă тăрăх, таварсен тата тÿлевлĕ тивĕçтерÿсен потреблени хакĕсен индексĕ кăçалхи январьте пĕлтĕрхи декабрьтипе танлаштарсан – 102,1 процент (Раççейĕпе вăтамран – 101,6) пулнă, çав шутра продовольстви таварĕсем çине – 101,6 (Раççейре – 101,4), продовольствиллĕ маррисем çине – 101,1 (100,2), тÿлевлĕ тивĕçтерÿсем çине – 104,4 процент (103,9). Тĕпрен илсен, хаксен ÿсĕмĕ пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхри тивĕçтерÿсемшĕн (11,1 процент), культура организацийĕсен тивĕçтерĕвĕсемшĕн (4,5 процент) ытларах тÿлеме тивнипе тата сахăр – 13,7, улма-çимĕç продукцийĕ 9,9 процент хакланнипе çыхăннă. Кунсăр пуçне сĕт тата сĕт юр-варĕн, сыр, алкогольлĕ продукцин хакĕ ÿснĕ, çав вăхăтрах çу, пахча çимĕç консервисем, аш продукчĕсем, макарон-кĕрпе изделийĕсем йÿнелнĕ.

Продовольствиллĕ мар таварсем хушшинче медицина таварĕсен тата строительство материалĕсен, шăрпăк хакĕсем чакса кайнă пулсан, трикотаж изделийĕсен, хаçат-журнал, сĕтел-пукан хакĕсем хăпарнă. Тĕрлĕ тивĕçтерÿсене илес-тĕк, туризм, страховани сферинче сахалрах укçа тăкаклама тивнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика