13 февраля 2010 г.
Пĕлтĕрхи май уйăхĕн 1-мĕшĕнче «Патшалăх асăрхавне тата муниципаллă тĕрĕслеве пурнăçланă май организаци-учрежденисен, предприятисен тата уйрăм предпринимательсен прависене хÿтĕлесси çинчен» федераллă саккун вăя кĕнĕ. Ку саккунпа килĕшÿллĕн, асăрхав органĕсен планпа пăхнă тĕрĕслевсене виçĕ çулта пĕрререн кая мар ирттермелле. Çав вăхăтрах хăш-пĕр ĕç-хĕле пурнăçлакан предприяти-организацисене, уйрăм предпринимательсене тăтăшрах тĕрĕслеме май пур. Вĕсене Раççей Федерацийĕн Правительстви палăртать.
РФ Правительствин пĕлтĕрхи ноябрĕн 23-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе сывлăх сыхлавĕнчи, вĕрентÿпе социаллă сферăри ĕç-хĕлсен тĕсĕсен переченьне çирĕплетнĕ, вĕсенче планпа пăхнă тĕрĕслевсем палăртнă йĕркепе иртеççĕ. Сăмахран, эмелсемпе сутă тăвакан тата вĕсене хатĕрлессипе тимлекен аптека учрежденийĕсене лицензи органĕсен çулталăкра пĕрререн ытла мар тĕрĕслемелле. Стационарлă тата санаторипе курортлă медицина пулăшăвĕ паракан организацисене тата уйрăм предпринимательсене икĕ çулта пĕрререн кая мар тĕрĕслеççĕ.