Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕл пулу иртнĕ

13 февраля 2010 г.

Тăван çĕре юратакан, уншăн тăрăшакан çынсем – Раççей тĕрекĕ. Çавăнпа та çамрăк ăрура патриотлăх туйăмне аталантарасси çине вĕрентÿ учрежденийĕсенче пысăк тимлĕх уйăраççĕ.

Акă нумаях пулмасть Хапăсри вăтам шкулти Людмила Волкова, Галина Сидорова, Оксана Ирикова педагогсем «Вăрçă ачисем» темăпа класс тулашĕнчи мероприяти ирттернĕ. Вĕрентекенсем 3-,5-,6-мĕш классенче пĕлÿ пухакансене Тăван çĕршывăн ирĕклĕхĕпе чысĕшĕн пынă вăрçăра салтаксемпе пĕрлех тылра ĕçлекенсем те хастар пулнине палăртнă. Мероприяти тухăçлă пултăр тесе тĕл пулăва Нина Нестеровнăпа Борис Павлович Крючковсене чĕннĕ. Ĕç ветеранĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче ачасене йывăр килнине каланă, мĕншĕн тесен вĕсем 11–12 çулсенчех колхозра тар тăкма пуçланă. Шкулта ăс пухакансем хăнасене тĕрлĕ ыйту панă. «Пулас журналистсем çитĕнеççĕ, – терĕ ăшшăн кулса Людмила Волкова. – Вĕренекенсене хăйсен çулĕсенчи ачасем вăрçă вăхăтĕнче выçăллă-тутăллă пулсан та шкулта тăрăшса пĕлÿ пухни, пĕчĕкренех уй-хирте ĕçлени тĕлĕнтерчĕ». Борис Павловичпа Нина Нестеровна Тăван çĕршыва усăллă çын пулас тесен ачасен ĕçе юратма, сывă пурнăç йĕркине пăхăнма вĕренмелле терĕç.

Педагогсем ĕç ветеранĕсене тĕл пулăва килнишĕн тав турĕç. Вĕренекенсем хăнасене хăйсем ăсталанă чечексем парса хавхалантарчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика