Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яланах асра тытма

13 февраля 2010 г.

Пирĕн çĕршыв историне сахал мар вăрçă çырăннă. Пĕлтерĕшĕпе, çухатусемпе Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине нихăшĕ те çитеймест. Ĕмĕрсем иртрĕç, анчах пĕтĕм халăх пĕрле кар тăрса тăшмана хирĕç тăни, ирĕклĕхшĕн пурнăçа шеллемесĕр кĕрешни нихăçан та манăçмасть. Çав çулсенчи йывăрлăхсене чăтнисем, юнлă çапăçусене хутшăннисем, шел те, çулсеренех сахалланаççĕ. Çавăнпа та вĕсен паттăрлăхне мухтасси – пирĕн тивĕç.

Акă библиотека ĕçченĕсем çитĕнекен ăрăва хамăр историпе тĕрĕс паллаштарас, халăхăн паттăрĕсем çинчен каласа парас тесе чылай тăрăшаççĕ. Нумаях пулмасть, тĕп библиотекăн ача-пăча литературин пайĕн вулав залĕнче Н.Иванова библиотекарь «Яланах асра тытма» видеоурок ирттернĕ. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çинчен каласа панă, паян тăнăçлăх хуçаланакан тĕнчере пурăнассишĕн вăрçă хирĕнче пуçĕсене хунисем çинчен асăннă. «Аслă Отечественнăй вăрçă: 1941 – 1945 ç.ç.» хроникăлла-документаллă видеофильма та ачасем кăсăкланса пăхнă.

Ача-пăча литературин уйрăмĕнче кунсерен илĕртÿллĕ мероприятисем иртеççĕ. Авалхи вырăс литературин чи паллă хайлавĕсенчен пĕри – «Слово о полку Игореве» – пĕрремĕш хут тухнăранпа 210 çул çитнине те паллă тунă. Çак кун тĕлне вулав залĕнче «Кĕнекесем–юбилярсем» рубрикăпа курав хатĕрленĕ, унта ку хайлавăн авалхи славян тата хальхи вырăс чĕлхипе пичетленнĕ варианчĕсене, ытти чĕлхесем çине куçарнисене, рецензисемпе статьясене кĕртнĕ. Курава Г.Петрова тĕп библиотекарь йĕркеленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика