17 февраля 2010 г.
Ку тĕл пулу 15 çул каялла район хаçачĕн редакцийĕнче пулса иртнĕччĕ. Кунта Чăваш патшалăх университечĕн журналистика уйрăмĕн иккĕмĕш курсне пĕтернĕ хыççăн практикăна янă кĕçĕн хĕрĕм Ирина паллă сăвăçпа, Петр Михайлович Михайловпа, хĕрсех тем çинчен юмахлатчĕ.
– Пĕлетĕн-и, атте, – терĕ Ирина, – пирĕн умра вилсе чĕрĕлнĕ çын тăрать.
Малтанах ку сăмахсене шÿт вырăнне хутăм. Ара, эпĕ Петр Михайловича чылайранпа пĕлетĕп, хăйĕнчен те, çынсенчен те кунашкал хыпар илтмен. Вăл 1923 çулхи раштавăн 9-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Сĕнтĕрпуç ялĕнче çуралнă. Сĕнтĕрвăрринчи йывăçран тĕрлĕ япаласем ăсталама вĕрентекен техникума пĕтернĕ. 1942 çулхи çу уйăхĕнче ăна çара илнĕ, 17-мĕш гварди тата стрелоксен 201-мĕш дивизисен йышĕнче Калинин, Ленинград тата Виççĕмĕш Прибалтика фрончĕсенче пулеметчик тата отделени командирĕ пулса çапăçнă. Паттăрлăх кăтартнăшăн II степень Аслă Отечественнăй вăрçă орденне тата вунă ытла медале тивĕç пулнă.
Тĕнчере тĕрлĕ кĕнчеле, теççĕ ваттисем, Ирина сăмахĕнче чăнлăх пуррине кăшт тăрсан тин тавçăрса илтĕм.
– Тĕлĕнмелле хыпар ку, – терĕм Петр Михайлович çине ыйтуллăн пăхса.
– Акă, паллашăр, кунта йăлтах çырнă, – терĕ вăл машинкăпа пичетленĕ çырăва тăсса. Çырăва тÿрех вуласа тухрăм, авторĕ ăна мана парнелесе хăварчĕ. Халĕ вăл маншăн тем пекех хаклă, ăна пулах çак очерк та çуралчĕ.
Пенсие тухсан Петр Михайлович СССР оборона министерствин тĕп архивне хăй мĕнле çапăçусенче пулнине тата ăçта-ăçта аманнине çирĕплетсе пама ыйтса çыру янă. Кĕçех хуравĕ те çитнĕ. Ун тăрăх Петр Михайлович Михайлов пулеметчик 1943 çулхи çурла уйăхĕн 13-мĕшĕнче Смоленск патĕнчи хаяр çапăçура вилнĕ пулать. Документа архив ĕçченĕсем пичет пуссах çирĕплетнĕ. Çапла паттăр салтак 50 çула яхăн вилнисен списокĕнче тăнă. Мĕнле лекнĕ-ха вăл çак списока; Ун çинчен вăл хăйĕн ал çырăвĕнче тĕплĕн каласа панă.
Вăл çапăçакан стрелоксен 201-мĕш дивизин чаçĕ çапăçусенче самаях сайралнă тепĕр чаçе улăштарать. Çÿлерех асăннă кун вĕсем наступление куçма хатĕрленеççĕ. Вĕсен траншейисенчен мал еннелле, 100 метра яхăн уçă вырăн пулнă, лерелле йывăç тĕммисем, унта тăшман çирĕпленсе ларнă.
«Ирхине ултă сехетре пирĕн хыçри вăрманта «Катюшăсем» юрласа ячĕç, – аса илсе çырать вăл. – Часах вĕсене артиллери те пулăшма тытăнчĕ. Снарядсем ÿксе çурăлнипе çĕр кисренсе тăчĕ, хăлхасене хупларĕ, тавралăх тĕтĕмпе тулчĕ, сывлама йывăрланчĕ. Çур сехетрен канонада шăпланчĕ.
Чи малтан бруствер çине Шатилов комбат сиксе хăпарчĕ, унăн çĕкленĕ аллинче пистолет, кăкăрĕ çинче автомат. Ун хыççăн салтаксем атакăна ыткăнчĕç. Ман çумра – «Максим» пулемет тата икĕ коробка патрон. Пулемета сĕтĕрсе эпĕ те салтаксем хыççăн васкарăм, патронсен пĕр коробкине Коростелев кĕçĕн лейтенант йăтса пыма пулăшрĕ. Йывăç тĕмĕсенчен сулахаярах пăрăнса уçă вырăна тухсан пулемета вырнаçтарса чакакан нимĕçсене çунтарма пуçларăм. Сасартăк манпа кĕçĕн лейтенант хушшине снаряд ÿксе çурăлчĕ, кăшт тăрсан иккĕмĕшĕ манран сулахаярах ÿкрĕ. «Тăшман вилкăна илчĕ, виççĕмĕш снарячĕ – мана» – мĕлтлетрĕ пуçра. Темĕнле вăй пуçа çĕр çумне лăпчăтрĕ, манран пилĕк утăм хыçарах виççĕмĕш снаряд çурăлчĕ. Эпĕ пĕр самантрах пулемета снаряд варинккине туртса антартăм. Тăшмансем мана снарядпа тÿррĕн лектерсе тĕп турăмăр терĕç пулас, пеме чарăнчĕç. Вилĕм юнашарах иртсе кайрĕ. Умри çырма урлă каçса ыраш пуссипе чупакан фашистсене çунтарма пуçларăм. Тÿпере самолетсен кĕрлевĕ илтĕнчĕ, ман еннеллех виç кĕтеслĕхпе тăшманăн 18 самолечĕ вĕçсе килет. Ман тĕле çитсессĕн малти самолечĕ сулахай çуначĕ çине выртса атакăна вирхĕнчĕ, унтан ыттисем те. Эпĕ малтанах çакăн чухлĕ çар армади пĕр пулеметчика тапăнасса шутламан та, вĕсем икĕ хутчен мана тапăнса 5–6-шар бомба пăрахрĕç, пулеметсенчен печĕç те малалла кайрĕç, эпĕ çĕр çурăкĕнче бомбăсем çурăлнипе сăпкари пек сиксе выртрăм – вилĕм хальхинче те мана хĕрхенчĕ. Атака хыççăн, чаçе таврăнсан, старшина ман çине куларах пăхса: «Эпир санран йĕпе вырăн та юлмарĕ пулĕ тесе шутланăччĕ, эсĕ кĕпепех çуралнă иккен», – терĕ.
Тăшмана каялла чакса пĕр-пĕр меллĕ вырăнта çирĕпленсе ларма парас мар тесе çырма тăрăх йĕрлеме тытăнтăмăр. Вĕсем кашни тĕмпе шырланранах пирĕн çине тĕллесе печĕç, эпĕ те вĕсене темиçе хутчен пулеметран тĕл персе лăплантартăм. Малалла кайнă май эпир тăшмансем сахаллине тата вĕсен пĕчĕк калибрлă минометсем кăна пуррине туйса илтĕмĕр. Çырма тăрăх Днепр хĕррине тухрăмăр. Старшина Днепр çыранĕпе аялалла разведкăна кайрĕ, эпир пиллĕкĕн – хамăр взводри Худайбердиев казах, арçын ача сăнлă Уразбеков узбек тата кÿршĕ ротăри пĕрремĕш хут çапăçăва хутшăннă икĕ çамрăк салтак – юлтăмăр. Кутамккасенчен сухари татăкĕсем кăларса кăшларăмăр, старшина çук та çук. Хĕвел каç еннелле сулăнчĕ, пирĕн тавра минăсем ÿккелеме пуçларĕç, Уразбекова чĕркуççирен амантрĕç, ăна каялла ăсатма тиврĕ. Эпир тăракан вырăнта Днепр сарлаках мар, унăн леш енчи çыранĕнче пысăк вар тата шыв çыраннех тухакан çÿллĕ сăмсах курăнатчĕ. Тĕттĕмленсен эпир тăваттăн шыв урлă каçса шăппăн сăрталла хăпартăмăр. Пирĕнтен сылтăмарах хаяр çапăçу пыратчĕ, тăшмансем инçех мар. Телее, йывăр бомба ÿкнĕ пысăк воронка тупăнчĕ, пурте унта вырнаçса тавралла сăнама тытăнтăмăр. Çанталăк сивĕтрĕ, çири тумтир шăнса хытрĕ, хускалсанах сасă пама пуçларĕ. Ир енне çывăхрах курăк чăштăртатни илтĕнчĕ.
– Чарăнăр! Перетĕп! – кăшкăртăм эпĕ.
– Хамăрăннисем! – хуравларĕ сасă.
Хытхура ăшĕнчен маскхалат тăхăннă çын çĕкленчĕ. Вăл кÿршĕ чаçри разведчик пулчĕ, ăна тăшманăн малти линийĕ ăçтан иртнине тĕпчесе пĕлме янă. Вăл пире эпир тăшман территоринче оборона тытнине пĕлтерчĕ, хăвăртрах хамăрăннисен позицине куçма сĕнчĕ, унсăрăн хамăрăн артиллериех пире тĕп тума пултарать. Тул çутăлсан эпир çăмăллăнах хамăр батальонпа иккĕмĕш ротăна шыраса тупрăмăр. Рота командирĕ эпир ăçта пулнипе интересленчĕ. Эпĕ карта тăрăх ăçта-ăçта пулнине тата çĕр каçиччен ăçтарах ларнине тĕп-тĕрĕс кăтартса патăм. Вăл пуçне сулкаласа илчĕ те çапла каларĕ: «Питĕ лайăх. Эсир пирĕн батальонăн сылтăм флангне сыхланă. Халĕ канма кайăр». Каярахпа эпĕ çакна пĕлтĕм – комбат Шатилов пире çак çапăçушăн правительство наградисем пама тăратма хатĕрленнĕ, анчах та танксене хирĕç лартнă мина çине лекнипе унăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, шухăшне пурнăçа кĕртме ĕлкĕреймен».
Вăрçă хыççăн П.Михайлов Сĕнтĕрвăрринчи вăрманçăсен шкулне (халĕ вăл техникум) пĕтернĕ, 1949–1981 çулсенче Чăваш АССРĕн вăрман хуçалăх управленийĕн Первомайски вăрманпромхозĕпе Вăрнар вăрман хуçалăхĕнче вăй хунă. Каярах, 1968 çулта, Вăрнарти хими заводне ĕçлеме куçнă, унăн гимнне çырнă. Ăна вăл «Мой завод» ятпа пичетленĕ, пилĕк куплетран тăракан гимнăн малтанхи йĕркисем çапла пуçланаççĕ:
Хороши Москва и Чебоксары:
Всюду дом родной, родной народ.
К сердцу ближе все-таки Вурнары,
Всех родней Вурнарский химзавод...