Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçă ахрăмĕ – халăх пултарулăхĕнче

17 февраля 2010 г.

Районти культурăпа кану центрĕнче иртнĕ халăх творчествин «Çĕнтерÿ салючĕ» республикăри фестивалĕн зонăри тапхăрне Вăрнар, Канаш тата Йĕпреç районĕсенчи пултарулăх ушкăнĕсем хутшăнчĕç.

Фестиваль çулталăк пуçламăшĕнче старт илнĕ. Вăл Чăваш ен Президенчĕн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнине хатĕрленсе ирттересси çинчен калакан Указĕпе тата ЧР Культура министерствин хушăвĕпе килĕшÿллĕн иртет. Тематики анлă, вăл вăрçă вăхăтĕнче çуралнă произведенисене пĕрлештерет кăна мар, тĕрлĕ фольклор уявĕсене, хор, ташă тата театр фестивалĕсене, патриотика клубĕсен ĕçне, ачасен ÿкерчĕкĕсен, сочиненийĕсен конкурсĕсене, тĕрлĕ фотокуравсене тата ытти мероприятие çул парать.

Конкурсăн зонăри тапхăрне вăрнарсем «Асăну эшелонĕ» программăпа тухрĕç. Юрăпа ташă халăх ансамблĕ, культурăпа кану центрĕ çумĕнчи ветерансен хорĕ, Ярмушкари, Пуканкассинчи, Хирпуçĕнчи культура çурчĕсен фольклор коллективĕсем, «Патриот» çар клубĕн, ача-пăча ÿнер шкулĕн воспитанникĕсем кăтартнă номерсем асаплă çулсем халăх асĕнчен нихăçан та тухас çуккине çирĕплетсе пачĕç. Фойере «Ветерансене – салют!» фотокурав тата Елена Есенцеван художество ĕçĕсен куравĕ ĕçлерĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика