06 февраля 2010 г.
Ветеранпа калаçни
Малтан ансатрах ыйту парам-ха: пурнăçра чи йывăрри мĕн-ши вăл;
– Çамрăкла эп ун пирки шутламан, халь – тĕрĕс пурăнма йывăр...
Спектакль те пурччĕ: «Мĕн-ши вăл – телей;» Мĕн-ши вăл;
– Пурăнни – телей...
– Теле-инçекурава ĕненсен, халь чи телейлисем – «крутойсем», Ксюшăсем, олигархсем.
– Вĕсем Раççей кăкăрне-сĕтне-сĕткенне кунта ĕмеççĕ те пушанма леш енне – Канарсене, Куршавельсене тапаççĕ. Эп атте-анне çĕрĕнче пурăннă та – çакăнтах кирлĕ пулнă.
– Кун-çулу – кĕнекелĕх. Кино ÿкерме пулать. Ĕмĕрлĕхе чĕрере юлнă хăш-пĕр самантсене аса илер-и;
– Эп таса та ăслă çĕрте – Новосибирскра çуралнă. Унта утма вĕреннĕ. Унтах мана тĕне кĕртнĕ. Хама хам астунăран хĕвеллĕ те хура тăпраллă уй-хирте тăрмашнă. Ачаранах, пĕве çитичченех, Калининăри МТСра хурал тăма шанчĕç. Ассакасси уйĕнче çĕрĕ-çĕрĕпе хуçисем ырса çитнĕрен чарнă тракторсене сыхлаттăм. Трактористсем çывăрччăр – ман «кăтăш анаслама та юрамасть». Ÿпле – шăтăк-шатăк, хăлтăр-халтăр, витĕрех çил çÿрет, Ильич шалашĕнчен чылай начартарах. Сехрене хăпартса, ума кашкăр пырса ларчĕ. Хĕрлĕ-симĕс куçĕсемпе мана шăтарасла пăхать. «Ан хăра – пурăн!» терĕ пулас – тăчĕ те çаврăнса утрĕ. Вăт, çак таранччен пурăнатăп...
– Вун çиччĕрех – стахановец! Виçĕ çул вăрман каснă. Ăмсанмалли çав чаплă ята мĕншĕн панă;
– Атте-анне мана тĕреклĕ шăратнă. Эп икĕ-виçĕ норма тултаракансен ретĕнче пынă. Тÿнтернĕ кашни йывăç пуçне виçĕ-тăватă хунав лартаттăмăр.
– Тинĕс-çар флотĕнче эп хам та тăваттă çул тăнă. Эс – тата ытларах. Пĕрремĕш статьяри старшина яваплăхне ăнланатăп. Лăпкă океанри пурнăç нихăçан та лăпкă пулман.
– Шыв çинчи артиллери класĕнчи броньăллă пĕр тăван карапсем виççĕччĕ: «Сиваш» – «Хасан» – «Перекоп». Эп йывăртарах «Хасан» çине лекнĕ. Тинĕсри пилĕк çул маншăн пурнăç шкулĕ вырăнне пулса юлчĕ. Пĕрскерне, юлташне сутнăскере, борт урлă шыва тытса печĕç. Моряксен суеçтерме юрамасть. Çавнашкал закон влаçра питĕ кирлĕ те çав...
Калаçури юлташăм Канашри механизаци училищи хыççăнхи вăхăтне пысăк хаваслăхпа аса илет.
– Брежнев хăпартлантарса ячĕ. Унăн ачалла ăшă кулли хытă килĕшетчĕ. Казахстана, сухапуç тĕкĕнмен çеремсем çине тапса сикрĕм. Кокчетав облаçĕнче, «Рузаевский» зерносовхозра ДТ-54 тракторпа çĕмĕрттеретĕп. Сухаламан чухне С-6 комбайнпа тулă выратăп. Мана, виçĕ ураллă-урапаллăскерне, С-80 пиллĕкмĕш скороçпе сĕтĕрет! Икĕ кунта 200 гектар вырса çапрăм. Рекорд! Каллех преми те чап. Куçкĕрет вăтантараççĕ...
– Çĕрпÿри культура училищи хыççăн хĕрĕх çул ытла культура анинче, халь те çав анаран хăпман.
– Клуба янă пулсан та, малтан тракторпа Пăртас тăрăхĕнче, Александр Иванович Грибов колхозĕнче, ĕçлерĕм. Эпĕ вăл çынна шутсăр килĕштереттĕм. Вăл ыйтнипе культура ĕçне те Пăртас тăрăхĕнчен тытăнтăм.
Тусла-юлташла калаçса лартăмăр Павел Сергеевич Агиловпа – культурăн республикăри тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе, музыка обществин республикăри тава тивĕçлĕ деятелĕпе. Районта ăна пĕлмен çын çуках пуль. РДК директорĕ. «Химик» культура çурчĕн директорĕ. Ытти энтузиастсемпе пĕрле – халăх театрĕн, юрăпа ташă халăх ансамблĕн, ветерансен хорĕн организаторĕ. Пĕрремĕш категориллĕ киномеханик. Пенсие тухсан та культура мероприятийĕсенчен нихăçан та юлман. Çарăклăри клуба тĕслĕхлисен шайне çитерчĕ. Сăвă çырать, юрă хывать – вĕсем кĕнекелĕх те пухăннă. Юрлать. Ташлать. Купăс калать. Художникпе пĕрех ÿкерет. Сакăр теçетке çавнашкал тулли пурнăçпа пурăнать.
– Инкек-пăтăрмах кÿнисене каçаратăп терĕн. Çапах та, çăхавĕпе хуçасшăн хăтланнă элекçе палăртайрăн-и;
– Ăна пĕлетĕп. Ятне асăнас килмест.
Компарти ретне вăл 56 çул каялла флотра чухне кĕнĕ. Çирĕм çул хушшинче айăпа кĕмен, асăрхаттарнине те илтмен. Анчах ăна выговор урлах – тÿрех кăларса пăрахнă. Арăмĕ хĕр ачине тĕне кĕртнĕшĕн.
Вăтăр ултă çултан, шăпах политрепресси вăхăтĕнче, КПСС членĕсем хĕрлĕ билечĕсене çурнă-çунтарнă чухне, компартие (КПРФ ретне) чи пирвайхи ăстрăмпа каялла таврăнчĕ. Унтанпах КПРФ райкомĕн членĕ, бюро членĕ. Темиçе хутчен секретарĕ те пулчĕ. П.С.Агиловăн çирĕм çул каяллахи заявленине унăн кун-çулĕнчи чи курăмлăрах утăмĕ тенĕ пулăттăм. Яланхиллех çын çинче, халăх хушшинче пулма кăмăллать. Утмăлмĕш çулсенчех Вăрнар поселок канашĕн депутачĕ пулнă. Хула поселенийĕн депутачĕсем хушшинче коммунистсем иккĕн (тепри – Леонид Никифорович Абашев), пухусенче çумăн лараççĕ. Депутатсен ретĕнче начальниксемпе пĕрле простой-рядовой тенĕ çынсем те кирлĕ тесе шутлаççĕ. Шел, район шайĕнче те рабочи депутат тахçантанпах çук – унта е директор, е гендиректор.
– Чăрмав тупăнчĕ, – терĕ калаçури юлташăм, – хваттерти юсав ĕçне кÿлĕнтĕм. Халь, акă, ыранхи концерта хатĕрленетĕп...