Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПĔР ТАВЛАШУ ПИРКИ

06 февраля 2010 г.

Массăллă информаци хатĕрĕсенче Ельцин – Гайдар политйĕкĕрешсем пирки тавлашу çивĕч хĕрсе кайрĕ. Мускавăн ылмашăннă мэрĕсем Юрий Лужковпа Гавриил Попов («МК») тата Раççей Аслă Канашĕн 1991 – 1993 çулсенчи председателĕ Руслан Хасбулатов хыççăн («Правда»), тен, ман та сăмах хушма юрать теессĕм килчĕ.

Шел пулин те, çынна чăннине-тĕрĕссине чылай чухне куçăн-кĕретĕн калама хăратпăр. Влаçрине – пушшех, уйрăмăнах. Вара хăй вăхăтĕнче умĕн пуç çапса курнăçланни те, кайран тупăкĕ тавралла янкăлтатни те суя пулса тухать. «Ельцин реформаторне» пытарнă кун эпĕ Якуршăн мар, ашшĕпе аслашшĕшĕн кулянса-хурланса лартăм. Тахçанах Тимур Гайдарăн Кубăри пурнăçĕ çинчен вуланăччĕ. Мĕнешкел морякчĕ! Аркадий Гайдар кĕнекисене хăвăрах пурте пĕлетĕр. Шел, виççĕшĕн хушшинче çураçу çыхăнмарĕ...

«Лÿпперал-мăкратсем» «тăванне» асăнма хĕрĕх кунĕ çитичченхи вăхăтра хирĕçсе кайнă. Икке пайланнă. Интереслĕ, пулăмлă факт! Тытăçу хупăлчари эрешменсен вăрçине аса илтерет. Тĕрĕссипе, икĕ енĕ те харпăр хăйне тÿрре кăларасшăн. «МК»ри статья авторĕсем Е.Гайдар çинчен тĕрĕссине каласшăн: «Çынни халь çук пулсан та, ун çинчен суйса сÿпĕлтетме юрамасть», – тенĕ. Вулатпăр: «Гайдара Зеленоградра вăтăр улттăн выçăпа вилни çинчен тухтăрсемпе пĕрле пĕлтертĕмĕр». «Ку – вилекенсен ирĕкĕ!» – пулчĕ радикалăн хуравĕ. «Енчен те, вĕсен вырăнĕнче санăн аçу-аннÿ пулас-тăк;» Реформатор тути çинче пурĕ те йĕрĕнчĕк кулă çиçкĕнсе илет. Тепĕр ыйту – шкулсемпе ача-пăча сачĕсем пирки. Хуравĕ: «Укçа çук! Строительствăна халех чарса лартăр». «Тытамак (шок) терапевчĕн» хаярлăхне Лужковпа Попов «пиночетовщина» тесе хакланă. «Гайдара Раççее Америкăран тĕкрĕç, – тенĕ. – Унпа пĕрле вуншар миллиард доллар уйăрса пулăшма шантарчĕç. Шок-терапи Раççейри çар промышленноçĕн комплексне тăнчах путарассине СШАра тĕплĕ пĕлнĕ. Гайдар вара «СССР империне» тĕп тума тĕв тунă. Ока çумĕн Москови çеç тăрса юлма пултарнă...».

«Террорла прихватизаци» пирки, патшалăх пурлăхне влаçа тухнă «çемьепе» çĕнĕ номенклатурăна тата пулас олигархсене вăр-хурахла валеçни, халăха тем авăкра нишлĕхе кĕртсе ÿкерни çинчен статьяра пĕтĕмпех тĕрĕс каланă (хăвăр та вуласа пăхăр). Руслан Хасбулатов çырнинче хăй курнине-пĕлнине шута илсе тунă пĕтĕмлетÿсем кăсăклă. Гайдар вырăнне вăл Святослав Федорова сĕннĕ пулнă. «Но появились невесть откуда Егор Гайдар, Геннадий Бурбулис, а затем Чубайс и прочие персонажи, профессионально плохо подготовленные и социально безответственные». Статья авторĕ Гайдар пирки унăн «тăванĕсем» шухăшласа кăларнă мифсене йăлтах çапса хуçнă. Ельцин Гарвард ачисене фанатикла ĕненнĕрен пирĕн правительствăпа вун пилĕк çул хушши США финанс министерствипе МВФ (пĕтĕм тĕнчери валюта фончĕ) хуçаланнă. Америка эксперчĕсем Ельцин указĕсене Гарвардра вырăсла çырса хатĕрленĕ, факспа Гайдар патне ярса тăнă...

Е.Гайдарăн «шок-терапине» тишкерсе январĕн 30-мĕшĕнче «Постскриптум» телекăларăмра (ТВЦ) Госдума депутачĕсем, политологсем калаçрĕç. Вĕсен хальхи сăмахĕпе Якура тахçанах мăкăльлĕ вырăнтан кутăн çакмалла пулнă. Пичет министрĕнче ĕçленĕ Полторанин (ячĕпе – ман аташ, сăнĕпе – каснă-лартнă чăваш. Эп унпа 1991 çулхи январĕн 30-мĕшĕнче Мускавра журналистсен съездĕнче сăмах хушса курнă – пустуй калаçмасть) Гайдара юлашкинчен «реформатор-çынçиен» тесе хакларĕ.

Чубайс «прихватизатор-модернизатор», Ельцина пуринчен маларах «Пурис патша» тенĕ Немцов, Ельцина-Дьяченко-Юмашева (т. ыт. те) ахальтен мар картран тухнă (хаçатсем тăрăх хăвăр та пăхкалăр-ха). Пĕрре оппоненчĕсене тустараççĕ, тепре – татах калам – хăйсене тÿрре кăларасшăн. Тавлашура тĕрĕслĕх çуралать, тенĕ. Çапăçчăр! Нумайрах пĕлĕпĕр.

Çак тавлашăва асăрханисен, каçарăр та, айванлăхĕнчен тĕлĕнтĕм. Хăш-пĕри кăна мар, – «ĕненнĕ вĕт-ха эпир çав çынсене» текелеççĕ. «Влаçрисен, политиксен ултавне-суйине, икĕпитлĕхне епле уйăрмалла-ши;» Тĕрĕссипе, кăткăсси кунта нимĕн те çук. Сăнама ан ÿркен. Яка сăмах ĕçпе, пурнăçпа çыхăнуллă-и; Йĕркесем хушшипе мĕн вăлтасшăн пулнă; Калăпăр, телеещĕкре Исаев (е çавăн йышши политик) курăнса каять. Тăнлатăп-ха ăна, анчах çав хушăра ун хыçĕнче хăйĕн мĕлки-дублерĕ-дубликачĕ манран кулса-шăлне йĕрсе суеçтернине тавçăратăп. «Во – тыттаратăп!» – тет ĕнтĕ. Мана тыттараймастăн – эп унăн Госдумăри ĕçне-хĕлне, вăл ялан мана хирĕç сасăланине пĕлетĕп. А вĕт капкăнне лекнисем – те пинĕн, те мĕльюнăн; Сутăнчăка – ашшĕ-амăшне, вĕсемпе пĕрле хăйне, пĕрле пулнă юлташĕсене (çÿле каймăпăр – тăван çĕршывне, халăхне тесе хăпартланмăпăр) – çавнашкал сутăнчăк çынна эпĕ нихăçан та ĕненмен. Куна пĕр Якур пирки кăна мар калатăп.

Тепĕр тĕслĕх. КПССăн юлашки съездĕнче Брежнева кам миçе хутчен пуç çапнине шутланăччĕ («тăвăллăн алă çупаççĕ!») – пуринчен ытларах мухтаканнисем Шеварднадзе, Тяжельников, Ельцин... «Агитатор» журналта (80-мĕш çулсем) Ельцин коммунизм тăватпăр тесе сăпайлăхран ытлашши иртсе мăнаçланать (рабочи е хресчен унашкал каппайса калаçнине илтмен). Телеоператорсене Мускав урамне ертсе тухнă та, магазинсене кĕрсе тухать. «Ырра мар ку!» – терĕм тÿрех. Раççей халăхне çăтмаха хăвалаймарĕ. Рельсăсем урлă выртмарĕ. Дефолта чараймарĕ (малалла хăвăр каласа кайăр). Ельцина эп нихăçан та ĕненмен. Вăл та, Якур та ман çине ирсĕррĕн йĕрĕнсе пăхатчĕç. Ăшран ырă çын унашкал пăхмасть.

«Ман виллăсем çук!» – тарăхать Татьяна Юмашева. Тавлашу хĕрнĕçем тупăнĕç-ха – курăпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика