10 февраля 2010 г.
Ĕçкĕрен ыррине ан кĕт. Пачах урăхла – эрехпе кунсеренех хăналанакан çын ăс-тăн тĕлĕшĕнчен те, вăй-хал енчен те имшерленсе пырать. «Ÿсĕршĕн тинĕс те чĕркуççи таран», тени тĕрĕсех. Вĕсенчен, эрех вăйĕпе хăюлланнăскерсенчен, тем те кĕтме пулать. Ĕçкĕпе сăлтавланнă преступленисен шучĕ çук: пĕр-пĕринпе пĕр сĕтел хушшине ларса ĕçеççĕ те çавăнтах вăрçăнса каяççĕ, çапăçаççĕ. Çакнашкал «уявсем» синкерлĕ вĕçленнĕ тĕслĕхсем те сайра мар.
Нумаях пулмасть РФ Прокуратури çумĕнчи Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн районсем хушшинчи Канашри следстви пайĕ Л. тĕлĕшпе РФ Уголовлă кодексĕн 105-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе (çынна вĕлернĕшĕн) пуçарнă уголовлă ĕçе тĕпчессине вĕçленĕ, ăна суда ярса панă.
Çак тискер преступлени Мăньял Хапăс ялĕнче пĕлтĕрхи ноябрĕн 16-мĕшĕнче пулса иртнĕ. Пыра хаяррипе йĕпетме юратакансемшĕн кашни кунах уяв-çке, çапла М.-сен килĕнче те кăнтăр кунĕнчех ĕçкĕ хĕрсе пынă. М. тата унпа пурăнакан хĕрарăм Л. пÿртĕн умри пайĕнче пĕрлех черкке хыççăн черкке пушатнă, анчах тахăш вăхăтра вăрçă-харкашу тухнă. Ырă мар сăмахсемпе хăртнă хыççăн алăсемпе урасем хута кайнă. Çакскерсем пĕр-пĕрне шеллемесĕрех тÿпеленĕ. Арçынпа вăйпа ăçтан танлашăн, хĕрарăмне ытларах лекнĕ пулинех. Сасартăк вăл, урмăшса кайнăскер, сĕтел çинчен çĕçĕ ярса илнĕ, арçынна кăкăр тĕлĕнчен чикнĕ. Саккуна хирĕçле ĕç тунине, çакă мĕн патне илсе çитерессине пĕлнĕ Л., апла пулин те хăйне ют мар çынна вĕлернĕ. Çĕçĕ пурнăçшăн пĕлтерĕшлĕ органсене лекнĕрен арçын йывăр аманнă, юн чылай çухатнă. М. кăшт вăхăт иртсен преступлени вырăнĕнчех вилсе кайнă.
Малтанхи следстви ирттернĕ хыççăн Л.-на çынна юриех вĕлернĕшĕн айăплама палăртнă, уголовлă ĕçе пăхса тухма суда ярса панă. Суд йышăнăвне кĕтнĕ вăхăта хĕрарăма ирĕкрен хăтарнă, унăн пĕчĕк ачисене пăхма асламăшне шаннă, опекăна панă.