Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Воспитани ĕçĕ тĕпре пултăр

10 февраля 2010 г.

«Çĕнтерÿ çулĕнче» ачасене тĕрĕс воспитани парас тĕлĕшпе çырнă статьясем тăтăшах пичетленеççĕ. Çивĕч ыйту пирки манăн хамăн шухăш-кăмăла пĕлтерес килет. Эпĕ пилĕк хĕр ашшĕ. Мĕн пĕчĕкрен вĕсене ĕçе юратма, тÿрĕ кăмăллă, сăпайлă пулма вĕрентнĕрен пурте пурнăç çулĕ çине тĕрĕс тăчĕç. Ман шутпа, ача-пăча ашшĕ-амăшĕпе килте пĕрле тимлемесен, ырă ĕçсем тума васкамасан пĕлтерĕшлĕ программăсен тухăçлăхĕ чакĕ. Çамрăксем хушшинчи наркомансем, ĕçкĕçсем, пирус туртакансем – пурте вĕсем ĕçсĕр аптракансем. Ача выльăх-чĕрлĕх те пăхтăр, кил-терĕшре те тăрăштăр. Хальхи вăхăтра ачасене шкула автобуспа турттараççĕ. Вĕсем вара киле килсен ытларах чухне телевизор-компьютер патĕнчен уйрăлма пĕлмеççĕ. Вĕрентекен çулталăкĕнче учительсен те, ашшĕ-амăшĕсен те воспитани ĕçĕ çине ытларах тимлĕх уйăрасчĕ. Хамăн ачалăха аса илетĕп те, тăван хуçалăха та пулăшнă, пилĕк çухрăмри шкула та çуран çÿренĕ.  

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика