Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăмакун-спирт сутакансемпе кĕрешетпĕр

03 февраля 2010 г.

Милици кăтартăвĕсем тăрăх хальхи вăхăтра йăлари преступленисем ытла та нумай. Упăшки арăмне тÿпелет, хĕн кăтартса пурăнать, кÿршĕпе кÿршĕ вăрçăнса каяççĕ, тăвансем те пĕр-пĕринпе çураçаймаççĕ. Çакнашкал лару-тăру сăлтавĕ уçăмлă – çынра усал туйăмсене ирĕке кăлараканĕ, паллах, ĕçкĕ. Çемьери, йăларисем кăна мар, чылай киревсĕр ĕç çакăнпа сăлтавланать.

Ют пурлăха çаратнă тĕслĕхсене тишкернĕ май та «ĕçе» тухиччен вăрăсем эрех ĕçсе хăюлланни курăнать. Йывăр тата уйрăмах йывăр преступленисене тăвакансем те çак вăхăтра нумайăшĕ эрех ĕçсе минренĕ пулнă.

Хирĕçлеме май та çук пулĕ: халăх ĕçкĕ тыткăнне вăйлăрах та вăйлăрах кĕрсе пырать. Апла пулмасăр, эрехне такам та сутать-çке. Ялсенче те çынсене сывлăхшăн сиенлĕ суррогатпа шăваракансем тем чухлех. Çак усал пулăм обществăшăн хăрушшине шута илсе, милици сотрудникĕсем алкогольлĕ шĕвексене килте хатĕрлесе халăхра сĕмсĕррĕн саракан усламçăсемпе кĕрешессине уйрăм тимлĕхе илнĕ.

2003 çулхи июлĕн 23-мĕшĕнче йышăннă «Чăваш Республикинче административлă правăна пăсни çинчен» саккунпа килĕшÿллĕн, алкогольлĕ шĕвексене, денатурата тата спиртлă ытти продукцие сутас тĕллевпе килте хатĕрленĕшĕн е туяннăшăн, вĕсене сутнăшăн тата упранăшăн административлă явап тыттарса пилĕк пин тенкĕ штраф хума палăртнă. Çак саккун çине таянса, шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕн сотрудникĕсем сутас тĕллевпе килте эрех-сăмакун юхтарнă-хатĕрленĕ 65 çынна тупса палăртнă (виçĕмçул та çавăн чухлех пулнă). Штрафсен пĕтĕмĕшле сумми 210000 тенкĕпе танлашнă, унчченхи çулта çакнашкал саккуна пăснăшăн 130000 тенкĕ штраф хунă.

Айăпа кĕнисенчен штраф укçине ку çул пуçламăшĕ тĕлне 165000 тенкĕ шыраса илсе бюджета тупăш кÿнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика