03 февраля 2010 г.
Январĕн юлашки вунă кунĕнче районта темиçе пушар пулса иртнĕ.
Вырсарникун кăна-ха Кульцавра пĕр хуçалăхра мунча çуннă. Пушар ирхине 5 сехет тĕлнелле тухнă.
Шăматкун кил хуçи мунча хутса кĕнĕ пулнă. Хуралтă çÿллех мар, мачча кăмакапа çывăхах пулнăран вĕрипе тивсе илнĕ. Ирхине вут-çулăм алхасма пуçланине сиснĕ кÿршисем кил хуçине пулăшма пикеннĕ. Пушар сÿнтерекенсене васкавлăн чĕннĕ, çунакан хуралтăна юрпа сапма тытăннă. Каярахпа Отиккăвăри уйрăм постăн тата Вăрнарти 27-мĕш пушар чаçĕн машинисем килсе çитнĕ. Кил хуçин хура мунчи çунса кайнă пулин те, пушара ытти çуртсем çине куçма паман.
Патшалăх пушар асăрхавĕн районти уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ кĕçнерникун Кушлавăшра йывăç çурт çунса юрăхсăра тухнă. Инкек çинчен пушар чаçне 20 сехет иртсен хыпарланă. Пушар сăлтавĕ паллă – кивелнĕ электропроводка. Çулăм чи малтанах пÿртÿмĕнче тухса талккăшпех сарăлнă: пĕтĕм пурлăха тĕп тунă. Тăкакĕ 50 пин тенкĕпе танлашнă.
Январĕн 24-мĕшĕнче Вăрнарти инкекре пушар хуралĕн ĕçченĕсен çынна çăлма лекнĕ. Урампа пынă пĕр çын Ж.Илюкин урамĕнчи пĕр хваттертен тĕтĕм тухнине асăрханă, çурта чупса кĕрсе кÿршисене çакăн çинчен пĕлтернĕ, пулăшу чĕннĕ. Инкек вырăнне килсе çитнĕ пушар сÿнтерекенсем тĕтĕмленнĕ хваттертен кил хуçине кăларнă. Патшалăх пушар асăрхавĕн районти уйрăмĕн инспекторĕ ăнлантарнă тăрăх, синкерлĕ вĕçленме пултарнă инкекшĕн кил хуçи хăех айăплă. Вăл ÿсĕрле диван çинче выртса сигарет туртнă, хăй тĕлĕрсе кайнă. Çапла майпа каярахпа диван тивсе илнĕ те, хваттере тĕтĕм хăвăрт тулнă. Диван çуннисĕр пуçне хваттерти пурлăх те сиенленнĕ.