Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ватă вĕрентекенсене пулăшаççĕ

30 января 2010 г.

Вĕрентекен çулĕ старт илчĕ. Çав ятпа педагогсене пурне те саламласа ырлăх-сывлăх, телей, ĕçре пысăк ăнăçу, çитĕнÿсем сунас килет.

Хирпуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулти 8-мĕш класра вĕренекенсем кăçалхи çула ырă ĕçпе пуçларĕç – ватă учительсене шефа илме тĕв турĕç. Педагог-ветерансене вĕсем кил-терĕшри тĕрлĕрен ĕçсене пурнăçлама пулăшасшăн. Шкулта ĕçлесе пенсие тухнисем Хирпуçĕнче эпир тăваттăн: Тамара Аркадьевна Молчанова, Ираида Павловна Феофанова, Гаврил Спиридонович Спиридонов, Степан Митрофанович Раньев. Лариса Александровна Харитонова хăйĕн класĕпе пĕр кунхине уроксем хыççăн ман пата килчĕç. Паллах, ырă пуçарушăн эпĕ ачасене мухтарăм. Вĕсем килнĕ чухне эпĕ çăм арласа лараттăм та, пурте пăхса киленчĕç. Ирина Никитина арлама та пĕлет иккен. Ыттисем кукамăш-асламăшĕсем арланине курнă.

Саккăрмĕш класа эпĕ хам та шефа илнĕ-ха, вĕсене мĕн шкултан вĕренсе тухичченех пулăшса-вĕрентсе пыма шантартăм. Ачасем мана савăнтарса хăварчĕç, хăйсем те кăмăллă пулчĕç. Ман патра вĕсемшĕн класс тулашĕнчи усăллă воспитани урокĕ иртрĕ тесен те йăнăш мар. Ăсатса янă чух урама тухрăм та тĕлĕнсех кайрăм: алăк умĕнчи юра тем сарлакăш хырнă вĕсем. Тав сире, савăнăç кÿрекен шкул ачисем.

Çамрăк ăрăва тарăн та анлă пĕлÿ, тĕрĕс воспитани парса, ĕçе хăнăхтарса пурнăçăн тÿрĕ çулĕ çине тăма пурте пулăшар.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика