Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 88-ти кинемей çынна вĕлернĕ

30 января 2010 г.

Тем тĕрлĕ преступленисемпе тĕл пулма тивет те, йĕрке хуралçисем япăххине кунсерен курма хăнăхнă теме пулать. Анчах январĕн 21-мĕшĕнче Чăрăш Ишекре пулса иртнĕ тискерлĕх вĕсене те, киревсĕр ĕçе тĕпчекен следователе те тĕлĕнтернине никам та пытармасть. Ытла та хăрушă: 89-а кайнă кинемей 73-ри тепĕр кинемее пуртăпа касса вĕлернĕ. Ватлăхра канлĕн пурăнмалла чух çакскерсем мĕн пайлайман-ши, мĕншĕн алла пуртă тытмалла пулса тухнă-ши; Ку ыйтусен хуравне тупас тесе РФ Прокуратури çумĕнчи следстви комитечĕн ЧР следстви управленийĕн районсем хушшинчи Канашри следстви пайĕн следователĕпе А.Спиридоновпа çыхăнтăмăр.

Вăл пĕлтернĕ тăрăх, Чăрăш Ишекри ватăсем хушшинче чи малтанах харкашу укçа пирки пуçланнă. Кĕçнерникун каçхине 73-ри Г. каярахпа хăйĕн çине пуртă çĕкленĕ А. патне хăнана килнĕ: ывăлĕпе килте пурăнма йывăрри, шăпи телейсĕрри пирки калаçса ларнă. Хĕрĕ Раççейре пурăнмасть-мĕн, ун патне тухса каяс – укçа çук. Çавăнпа А.-ран 10 пин тенкĕ ыйтас шухăшлине пĕлтернĕ.

«Анчах 89-а кайнă ватă ал айĕнче 2 пин тенкĕ анчах пулнине ĕнентерсе укçисене кăтартнă. Лешĕ вара вĕсене хăпăл-хапăл алăран кăларса илнĕ, каялла тавăрса пама ыйтсан кил хуçине хĕнеме тытăннă. А. та нумай шутласа тăман, ухват ярса илсе хăнана темиçе хутчен çапнă. Ухват аври хуçăлса кайсан алла пуртă лекнĕ. 73-ри кинемей нимле те чĕрĕ юлма пултарайман – çине-çинех пуртăпа кисретнĕрен ун кĕлетки çинче хăрушă суран темĕн чухлехчĕ», – пĕлтерчĕ А.Спиридонов следователь.

Килĕнче мĕн пулса иртни çинчен А. кÿршисем патне каçса хăех каласа кăтартнă, çакăн пирки милицие хыпарланă. Халĕ кинемей тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика