30 января 2010 г.
Чăваш ен Президенчĕ Николай Федоров Чăваш Патшалăх Канашне янă «Чăваш ен: пуласлăхран тата пуласлăх валли» Çырăвне шкул коллективĕсем те тĕплĕн тишкерчĕç. Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулта ăна ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕн кун йĕркине кĕртрĕç. Татьяна Сапожникова директор çумĕ Çырури тĕп самантсем çинче чарăнса тăчĕ, ачасен кăмăл-сипетпе шухăшлав воспитанийĕ çине ытларах тимлĕх уйăрмаллине каларĕ.
Президент Çырăвĕ ачасен сочиненийĕсен теми те пулса тăнă. Ку енĕпе районти кашни шкултах конкурссем ирттереççĕ. Санарпуçĕнчи вăтам шкулта вĕренекен Ростислав Иванов акă хăйĕн ĕçĕнче тăван тавралăх тасалăхĕшĕн, çынсен экологи культури пĕчĕк пулни пирки пăшăрханса çырнă. Тăван çĕршыв чечекленĕвĕшĕн пурин те пĕрле тăрăшмаллине палăртнă. Ахальтен мар ĕнтĕ каччăн тарăн шухăшлă ĕçĕ шкулта çĕнтерме пултарнă.