Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Гиппократ тупине асра тытса

27 января 2010 г.

Кăрлач уйăхĕнчи шартлама сивĕ пит-куçа самаях чĕпĕтет. Сивĕ çитмĕл çулхи старике те вун çич çулхи йĕкĕт тăвать тенешкел, ватă çынсем те урамсенче вăр-вар утнине куркалама пулать. Çанталăка пăхмасăрах вĕсен лавккана та çитмелле, вырăнти медицина пунктне кайса сывлăха та тĕрĕслеттермелле... Александра Васильевна Воробьевана, хаçатăн çывăх тусне, Уравăшри пĕтĕмĕшле врач практикин офисĕнче тĕл пултăмăр. Вăл медицина ĕçченĕсем – Елена Яковлева врач, Ираида Авакумова, Надежда Герасимова, Валентина Михайлова медсестрасем – хăйсен тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланине çирĕплетрĕ. «Тухтăрсем ман сывлăха тĕрĕслесех тăраççĕ. Капла çĕр çула çитетĕпех», – кăмăллăн калаçать 82 çулхи Александра Васильевна.

Зинаида Сидюхина санитаркăн ĕçĕ те курăмлă. Офис çывăхĕнче те, кабинетсенче те таса. Паллах, хăшĕ-пĕр тăрлавсăр çынсем çÿп-çап пăрахса хăварни пулать. Анчах Зинаида Сидюхина ăпăр-тапăра çийĕнчех пуçтарать.

Çак кунах Çĕрпелти врач офисне çитрĕмĕр. Алăк урати урлă каçичченех тавраллах тирпей-илем хуçаланни аванах курăнать, офисра та таса, хăтлă. Роза Моисеевапа Надежда Александрова медсестрасем пире хапăлласах йышăнчĕç. Кĕтсех тăнă тейĕн. Вĕсем анчахрах чирлĕ çынсен сывлăхне тĕрĕслесе килнĕ. Медицина ĕçченĕсем Çĕрпел ял тăрăхĕнче демографи лару-тăрăвĕ лайăхланса пынипе кăмăллă. Акă иртнĕ çул 25 ача çуралнă. Кăçал та кăтарту лайăх пуласса шанаççĕ – кăрлач уйăхĕн 25-мĕшĕ тĕлне ача кĕтекен 15 хĕрарăм учетра тăрать.

Çĕрпел ял çыннисенчен сывлăх хуралĕнче тăракансен ĕçне пысăк хак панине илтме тÿр килчĕ. Ара шур халатлă аппасем вĕсем кирек хăш вăхăтра – çĕрле те, ир-ирех те – чирлисем патне пулăшу пама васкаççĕ, Гиппократ тупине яланах асра тытаççĕ.

«Сывлăхлă халăх çеç наци пуянлăхне ÿстерес тĕлĕшпе пысăк ÿсĕмсем тума пултарать», – терĕ Санарпуçĕнчи фельдшерпа акушер пунктĕнче тимлекен Раиса Капралова, вырăнти шкулти ачасен сывлăхне тĕрĕслесе килекенскер.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика