Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕн культурине – пиллĕклĕх

23 января 2010 г.

Чăваш ен Президенчĕ Николай Федоров иртнĕ çулла шкулсенче тĕн пĕлĕвĕпе кăмăл-сипет воспитанийĕ паракан дисциплинăсене вĕрентесси пирки канашлу ирттернĕччĕ. Вăрнарти 2-мĕшпе Хапăсри вăтам шкулсем пилотлă программăна республикăра пурнăçа кĕртичченех ку енĕпе ĕçлеме пуçланă.

Вĕсенче тăван ен культури урокĕсем йĕркипе 4-мĕш классенче православи культурине, ун историйĕпе тĕрлĕ халăхăн тĕнĕсене вĕрентеççĕ. Аслă классемшĕн те ку тема кăсăклă. Акă 2-мĕш шкулти 10-мĕш класра вĕренекен Таня Барановапа Хапăс шкулĕнчи 11-мĕш класри Таня Хрусталева, В.А.Смирнов тата С.В.Ефремов учительсем ертсе пынипе, Пĕтĕм Раççейри олимпиадăна хутшăннă, малти вырăна тухнă.

Православи культурине тарăнрах вĕрентес тĕллевпе республикăри вĕрентÿ пайĕсен методисчĕсене ятарлă вĕренĕве Мускава чĕннĕ. Пирĕн районтан курссене райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен пайĕн методисчĕ Роза Васильевна Федорова тухса кайнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика