23 января 2010 г.
Раççей Президенчĕ Дмитрий Медведев виçĕ çул хушшинче мĕнпур регионта педагогсен ĕç тÿлевĕн çĕнĕ системине пурнăçа кĕртме, 2010 çулхи çу кунĕсем тĕлне çĕнĕ вĕрентÿ стандарчĕсенче вĕрентÿ тулашĕнчи çитĕнÿсене шута илессипе методика сĕнĕвĕсене хатĕрлеме тата патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсем вăхăтĕнче пулакан çитменлĕхсене пĕтерме палăртать, пĕлтерет Газета.RU.
«Çывăх виçĕ çулта мĕнпур регионта педагогсене ĕç укçине тÿлессине çĕнĕ система çине куçармалла»,– тенĕ Д.Медведев ытларикун нацпроектсене пурнăçа кĕртесси тата демографи политики енĕпе ĕçлекен Канашăн ларăвĕнче.
Калаçу, ун сăмахĕсемпе, вĕрентекенсен тÿлев фондне ÿстересси пирки кăна мар, пĕтĕмĕшле илсен, пысăк результатсем тăвакансене хавхалантармалли комплекс çинчен те пырать.
«Çавăн пекех педагогсен квалификацине ÿстерекен çĕнĕ системăна та пурнăçа кĕртмелле»,– палăртнă Президент. Медведев патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене ирттерессине тивĕçлĕ шая çитерессипе план çирĕплетнине те каланă. «Ăна пурнăçа кĕртмелле тата эп пуçарнипе йĕркеленĕ комисси тупса палăртнă çитменлĕхсене пĕтермелле»,– пĕлтернĕ вăл.