20 января 2010 г.
Чăваш ен чемпионачĕпе первенствинче Вăрнар йĕлтĕрçисем ытти çулхи пек медальсен йышĕпе савăнтараймарĕç пулин те республикăри чи вăйлă спортсменсен шутĕнчен тухмарĕç.
Канмалли кунсенче иртнĕ чупура пирĕн район команди пĕтĕмĕшле кăтартупа пиллĕкмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Кăçалхи ăмăртура вăрнарсен республика чемпионĕ пĕрре, Екатерина Логачева çак ята классика стилĕпе 10 километрлă дистанцире çĕнсе илнĕ. Ирина Петрова ку дистанцирех – тăваттăмĕш вырăнта.
Ку стильтех: Сергей Политов – тăваттăмĕш, Дима Герасимов – тăххăрмĕш, Александр Романов – вуннăмĕш.
Иккĕмĕш кунне ирĕклĕ стильпе чупассипе Екатерина Логачева дистанцие улттăмĕш, Ирина Петрова тăххăрмĕш, Сергей Политов çиччĕмĕш, Николай Иванов вунпĕрмĕш вĕçленĕ.
Вăрнар чысне хÿтĕлесе стартра Анжела Петровапа Александр Политов та япăх мар результатсем кăтартнă.