20 января 2010 г.
Ку турнира чи вăйлисене палăртас тĕллевпе йĕркеленĕ. Япăх мар вылякан ачасем пур, эппин, çитес çул Вăрнарăн çамрăк шахматисчĕсем саккăрмĕш вырăнтан (икĕ çул харăс) çÿлерех çĕкленес шанăç пысăк.
Республикăри тупăшуччен вăхăт чылай-ха. Ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕн хушма пĕлÿ преподавателĕ Григорий Иванович Степанов шкул ачисем хушшинче районта мала тухассишĕн пынă турнир таблиципе кăмăллăн паллаштарчĕ.
Хĕрачасем хушшинче пĕрешкел очко пухса пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăна Вăрнарти 1-мĕш тата Калининăри вăтам шкулсенче вĕренекенсем Алиса Владимировапа Екатерина Иванова пайланă. Вăрманкасри Кристина Капирова виççĕмĕш вырăнта.
Арçын ачасенчен чи вăйлă шахматист – Çĕрпелти Андрей Николаев. Калининăри Никита Яковлев – иккĕмĕш, Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулти Майкл Петров виççĕмĕш вырăнсенче.