Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çулталăкри ĕçе пĕтĕмлетнĕ

20 января 2010 г.

«2009 çулта Вăрнар районĕнчи йĕрке хуралçисем унчченхи çулхинчен тата ăнăçлăрах ĕçленĕ. Оперативлă ĕç-хĕлти тĕп кăтартусене лайăхлатма май килнĕ. Преступленисен шайĕ чакса пыни те сисĕнет, киревсĕр ĕçсене уçса парассипе те тĕллевлĕ тимлени курăнать», – çакнашкал хакланă Шалти ĕçсен Чăваш Республикинчи министерствин штаб пуçлăхĕн заместителĕ Николай Ефремов вăрнарсене. Милици полковникĕ иртнĕ кĕçнерникун шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕн коллективĕн оперативлă служба ĕç-хĕлне пĕтĕмлетме хутшăннă. Н.Ефремов районта милици сотрудникĕсем администраци енчен пысăк пулăшу туйни çинчен каланă, прокуратурăпа тачă çыхăнса ĕçленине те ырланă.

Шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕн пуçлăхĕ Ф.Тимофеев оперативлă лару-тăрупа паллаштарнă. Чи малтанах районта преступленисен шучĕ 10,9 процент чакнине палăртмалла: çынсене хĕненĕ, хваттерсене тустарнă тĕслĕхсем сахалрах, дачăсене çаратнă тĕслĕхсем пачах çырăнман, ачасемпе çамрăксем хутшăннипе пулнă киревсĕрлĕхсем сахалрах тата ытти те. Преступленилле ĕçсене уçса парассин шайĕ те унчченхинчен ÿснĕ, саккунсене пăсакансене явап тыттарнă. Çав вăхăтрах Ф.Тимофеев уйрăмах йывăр преступленисене асăрхаттарассине вăйлатмаллине кăçалхи тĕп тĕллевсен шутне кĕртнĕ.

Вăрнар район прокурорĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыраканĕ юстици аслă советникĕ А.Максимов следствипе дознани уйрăмĕсен ĕç-хĕлне тишкернĕ, пулăшу тĕллевĕпе прокуратурăпа пĕрлехи вĕренÿсем ирттермелли çинчен каланă. Çавăн пекех район администрацийĕн гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăрусен ĕçĕсен пайĕн пуçлăхĕ К.Сидоров районта йĕркелĕхе тивĕçтерессипе çыхăннă программăсем тĕллевлĕ ĕçленине, вĕсене пурнăçа кĕртме администраци енчен пулăшу яланах вăхăтра, кирлĕ пек уйăрнине палăртнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика